Понедельник, 10 ноября, 2025
Главная > Публикации > Оператор улшăнать

Оператор улшăнать


Ачасем усă куракан «Пушкин карттипе» çитес вăхăтра çĕнĕлĕх пулĕ. Çĕнĕ çултан программа операторĕ улшăнать.
Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, «Пушкин картти» программăна республикăри 99 культура учрежденийĕ хутшăнать. Карттăпа çыхăннă чылай кăтартупа Чăваш Ен Раççей шайĕнче лидерсен шутĕнче.
Хальччен «Почта банк» пурнăçланă тивĕçсене ВТБ банк хăйĕн çине илет. Çавна май кивĕ карточкăсем çитес çулхи кăрлачран тытăнса ĕçлеме пăрахĕç. ВТБ банкран çĕннисене илмелле. Ку чăрмавлă мар – ăна хатĕрлемешкĕн Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та ыйтма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *