Четверг, 8 октября, 2026
Главная > Публикации > Стипенди илсе тăрĕç

Стипенди илсе тăрĕç


Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем колледж-техникумра вĕренсен те стипенди илсе тăрĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва иртнĕ юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ.
СВОна хутшăнакансен шкулта вĕренекен ачисене 2,5 пин тенкĕ стипенди тӳлесе тăрасси республикăра çĕршыва хӳтĕлекенсен çемйисене пулăшмалли йышлă мерăсенчен пĕри пулса тăрать. Анчах ачасем вăтам професси организацийĕсенче вĕренме пуçласан çак çăмăллăхпа усă курайман. Халĕ çак тĕрĕсмарлăха тӳрлетнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *