Суббота, 17 октября, 2026
Главная > Публикации > Ачасене математика урокĕсене чун-чĕререн юратма вĕрентнĕ

Ачасене математика урокĕсене чун-чĕререн юратма вĕрентнĕ


Пурте мĕн пĕчĕкрен çĕршыва усăллă çын пулма ĕмĕтленеççĕ: кам сиплевçĕ, хăшĕ инженер, теп-ри – вĕçевçĕ…
Пирĕн хисеплĕ Валентина Алексеевна вара мĕн пĕчĕкрен вĕрентес ĕмĕт-кăмăлпа çунатланнă. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех (Янкăлчри вăтам шкулта ачасене тĕрлĕ çулсенче математика урокĕсене юратма вĕрентнĕ Анна Лаврентьевна Петрушовапа Георгий Тимофеевич Тимофеев вĕрентекенсем пек) учитель пулма ĕмĕтленнĕ.
Сивçирма ялĕнче çуралса ӳснĕ Валя 1962 çулта вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Çав çулах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕн уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса ăс илнĕ.
Вăл çав манăçми çулсенче хăйне вĕрентнĕ пур профессорсемпе доцентсене те ырăпа асăнать. Давид Львович Пикус, Валентина Ивановна Матросова иртернĕ «Теория вероятности», «Элементарная математика» тата ытти асамлă лекцисенче илнĕ пĕлӳсемпе усă курса кăткăс задачăсене çăмăллăн, хăвăрт шутлама хăнăхса пынисене халĕ те асра тытса çав аякри çулсен хĕмĕпе савăнăçлăн çуталать. Çапла, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çыннăн çавăн пек ырă енĕн çуттийĕ нихăçан та сӳнмĕ, вăл ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле пулĕ.
Виççĕмĕш курсра Анна Лазаревна Пикус ертсе пынипе çырнă «Математическая инверсия» курс ĕçне халĕ те манаймастăп, – чĕререн ăшшăн аса илет Валентина Алексеевна.
– Анна Лазаревна хăйĕн ĕçне тĕплĕн йĕркелесе пынă, студентсенчен çирĕп ыйтнă, апла пулсан та юлташ пек çывăх, ялан пулăшма хатĕр ăсчах пулнă.
Студент çулĕсем сисĕнмесĕр хăвăрт хыçа юлаççĕ, умра пĕр тĕллев – институтра пухнă хаклă пĕлĕве шкул ачисене вĕрентесси.
1967 çулта çамрăк специалиста хамăр районти Тăрăн ялĕнчи шкула ĕçлеме яраççĕ. Тепĕр вĕренӳ çулĕнче вăл Шаккăлти вăтам шкулта ĕçлеме пуçлать. Виçĕ çултан Сивçирма ялĕнче çуралса ӳснĕ Юлия Васильевнăпа вĕсем Комсомольски районĕнчи Асанкассинчи вăтам шкула ĕçлеме куçаççĕ. (Юлия Васильевна Петрова нумай çулсем хушши Шупашкар хулинче кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ, педагогика наукисен кандидачĕ).
1975 çулта математикăна ăста вĕрентекене тăван Янкăлч шкулне чĕнсе илеççĕ, ăна завуч ĕçне йĕркелесе пыма шанаççĕ.
Тепĕр тăватă çултан Валентина Алексеевнăн пурнăç çулĕ çĕнĕ йĕр хывать: вăл Канашра Кайăкяль каччипе, техоснастка хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçлекен Михаил Иванович Листов инженерпа паллашать, 1979 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ. 1980 çулта Алеша ывăлĕ çуралать. Алеша сакăр çул Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта, ун хыççăн Герман Лебедев ячĕллĕ лицейре ăс пухать, 2003 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен «Математика» факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать, малтанхи çулсенче «Росгосстрах» уйрăмĕнче, халĕ МФЦ валли çынсен, организацисен кăткăс докуменчĕсемпе компьютерпа çыхăннă кăткăс ĕçсене туллин те пĕлсе пурнăçлас ĕçре тăрăшать.
Валентина Алексеевна Григорьева-Листова Чăваш Енри тĕрлĕрен шкулсенче 38 çул (1979 çултан пуçласа 2005 çулччен çирĕм ултă çул Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта) ачасене математика урокĕсене чун-чĕререн юратма вĕрентнĕ.
Вăл вĕрентнĕ ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тăрăшса ĕçлеççĕ, вĕсем хушшинче математика учителĕсем те сахар мар.
Шкулта пĕрле ĕçленĕ Людмила Германовна вĕрентекенĕн калаçăвĕ аса килчĕ: «Валентина Алексеевна пирĕн Евгения Осипова хĕрне вĕрентнĕ, вăл районти математика олимпиадисенче çулсерен малти вырăнсене тухма пултарчĕ, унтан Мускав хулинче А.Н. Косыгин ячĕллĕ пир-авăр институтĕнче ăс пухрĕ.
Ĕçри ӳсĕмсемшĕн Валентина Алексеевнăна район, Чăваш Ен, Раççей шайнчи Хисеп грамотисене парнелесе пĕрре мар пысăк чыс тунă.
Алексей Григорьевичпа Мария Герасимовна Григорьевсен çем-
йинче ултă ача ӳссе çитĕннĕ: Иван – Чугун çул техникумĕнче вĕренсе тухнă хыççăн БАМра ĕçлесе пурăннă, 2003 çулта çемйипе Канаш хулине пурăнма куçса килнĕ. Анатолий Канашри çурт-йĕр хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Нина Шупашкарти тĕрлĕрен организацисенче штукатур-маляр ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Миша – шофер пулнă, кĕçĕнни, Таня Мускаври апат çимĕç институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Тюмень облаçĕнче пĕр хуçалăхра вăй хунă. Халĕ Иванпа Миша пирĕнпе çук ĕнтĕ.
Валентина Алексеевна чăваш, вырăс, ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсемпе те туслă. Эпĕ ял вулавăшĕнче ĕçленĕ çулсенче вăл тăтăшах пичетрен тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе тĕплĕн паллашатчĕ, сумки-сумкипе кĕнекесем киле вулама илсе каятчĕ.
Ăна вулавăшра ирттерекен уяв- сенче те курма пулатчĕ, районта йĕркелекен тивĕçлĕ канури çынсен уявĕсене те хутшăнма килĕшетчĕ.
Вĕсен килĕ-çурчĕ те тирпейлĕ, хăйсем маттур пулнипе пахча-çимĕç те тулăх çитĕнтереççĕ, унта-кунта илемлĕ чечексем ешереççĕ, çулсерен вĕсен пахчинче уйрăмах пуçне пысăк çавăрнă купăстасене курма пулать.
Ырă тĕллев-ĕмĕтпе пурăнать Валентина Алексеевна. Ырă, çутă ĕмĕтлĕ çынсем – телейлĕ.

Çут тĕнче çуттине курнă кун,
Пĕрре çеç саншăн вăл тĕнчере,
Тăвансем юратса савнă чун –
Тав тăвар çак куна чĕререн.

Менельник ячĕпе саламлатпăр,
Кăмăлпа чĕререн ыр сунса.
Чи хавас юрăсем шăрататпăр,
Сывлăха çут телей пиллесе.

Ăшă çумăр çуса пĕтерсен
Тӳпери сар хĕвелĕ кулать.
Çак уяв кăмăла çĕклесе
Сан пата туссене пуçтарать.

Тĕрлĕрен çын кун-çулĕ пулать
Пурнăçа çавăрса килме çук.
Çамрăк ĕмĕр иртет, кун юлать,
Ватăлмастпăр нихçан пĕрле чух.

Менельник ячĕпе саламлатпăр,
Кăмăлпа чĕререн ыр сунса.
Чи хавас юрăсем шăрататпăр,
Сывлăхне çут телей пиллесе.
Юрий Никитин,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *