Республикăра «ХХI ĕмĕрти Кулибин» конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти трактор историйĕн музейĕнче чысланă. Конкурса хутшăнма 21 заявка, çав шутра Владимир тата Курск блаçĕсенчен 2 онлайн заявка, тăратнă.
Çул тулашĕнче çӳремелли техникăпа квадроциклсене уйрăм номинацире кăтартнă. Ку конкурсра Шупашкарти Виктор Полытов çĕнтернĕ, 2-мĕш вырăнта – Дмитрий Артемьев (Сĕнтĕрвăрри округĕ), 3-мĕшĕнче – Алексей Зорин (Элĕк).
«Çамрăксем куракан техника» номинацире Сергей Лукаев (Чăваш патшалăх аграри университечĕ) – 1-мĕш, Евгений Максимов (И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ) 2-мĕш вырăнсене тухнă.

