Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ

Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ


Раҫҫейре ҫитес ҫул Халӑх пӗрлӗхӗсен ҫулталӑкӗ пулӗ. Чӑваш Енре 2026 ҫула мӗне халаллассине хальлӗхе палӑртман.
Чăваш Енре пурăнакансем социаллă сетьсенче хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Сĕнÿсене шута илсе чи пĕлтерĕшлĕ 5 тема суйланă. Вариантсем вара ҫапларах: Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Пултарулӑх тата ырлӑх ҫулталӑкӗ, Пӗрлӗх тата тачӑлӑх ҫулталӑкӗ, Ҫемье хаклӑхӗсен ҫулталӑкӗ, Йӑла-йӗрке хаклӑхӗсен ҫулталӑкӗ.
Халĕ Чувашия онлайн сайтра сасăлав иртет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев унта хастар хутшăнма сĕннĕ. Кашни сасă пĕлтерĕшлине палăртнă, çакăнтан çитес çул мĕнле ĕçсем тăвасси килет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *