Чӑваш Енре «Раҫҫей – халӑхсен килӗ» Пӗтӗм Раҫҫей диктантне ҫырнӑ. Çакна тума республикӑра 40 лапам регистрациленӗ.
Этнокультура пулӑмне ҫӗршыври ҫӗнӗ уява – Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне – халалланӑ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарнӑ. Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче, сӑмахран, тӗрлӗ наци ҫыннисем диктант ҫырма пухӑннӑ. Унта патшалӑх шайӗнче йӗркеленӗ ҫӗнӗ уяв тӑван чӗлхепе мӑнаҫлӑн калаҫакансене пӗрлештерекен уяв пулса тӑнине пӗлтернӗ.

