Канаш тӑрӑхӗнче шкул театрӗсен республикӑри IV-мӗш «Асам» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем иртнӗ.
Жюри членӗсем муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи ята Канаш хулинчи 5-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Вдохновение» ушкӑн ҫӗнсе илниние палӑртнӑ.
Шкул театрӗсен тупӑшӑвӗнче 2-мӗш вырӑна Канаш хулинчи 8-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Орфей наследникӗсем» театр, Канаш хулинчи 9-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Пӗрремӗш рольсем» театр тата Канаш тӑрӑхӗнчи Шуркассинчи вӑтам шкулӑн «Весёлый театр» театр ушкӑнӗ тухнине пӗлтернӗ.
Канаш хулинчи 7-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Калейдоскоп» театр, Шӑхасан вӑтам шкулӗнчи «Асамат» театр тата Ямаш вӑтам шкулӗнчи «Надежда» театр ушкӑнӗсем виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Ҫавӑн пекех рольсене чи лайӑх вылякансене те уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ.

