Анат Вăрманялта кăçал Серафим Саровский çветтуй ячĕпе сăваплă çăлкуç тунă. Ăна Канашри 9-мĕш шкултан вĕренсе тухнă паттăра Серафим Николаева асăнса лартнă. Салтак ятарлă çар операцийĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Нумаях пулмасть Канашри 9-мĕш шкулти му- зейăн хастарĕсем çак сăваплă вырăнта пулса курнă. Ачасене унта шкул музейĕн ертÿçи Марина Стеклянникова тата директорăн канашлуçи Наталия Ефремова илсе кайнă.
Çак проекта Серафимăн ашшĕпе амăшĕ Вера Васильевнăпа Андрей Николаевич «Ниме — халăх бюджечĕ» программа пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ. Вĕрентекенсем ачасене Серафимăн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартнă. Мухтав урокĕ асăну хăми умне чĕрĕ чечек çыххисем хунипе вĕçленнĕ.
Хамăр инф.

