Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Спорт мероприятийӗ харӑсах темиҫе ӑрӑва пӗрлештернӗ

Спорт мероприятийӗ харӑсах темиҫе ӑрӑва пӗрлештернӗ

Канаш округӗнче хӗрарӑмсем хушшинче «Ял грацийӗ» Спартакиадӑн муниципалитет ша- йӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ.

Спорт харӑсах темиҫе ӑрӑва пӗрлештернӗ, Спартакиадӑн муниципалитет шайӗнчи тапхӑрне ҫамрӑк спортсменкӑсемпе ҫитӗннӗ хӗрарӑмсем йышлӑн хутшӑннӑ.  

Мероприяти чӑн-чӑн спорт тата пӗрлӗхпе вӑй-хал уявӗ пулса тӑнӑ. Ӑмӑртусене  муниципалитет- ри хӗрарӑмсен канашӗ хастар хутшӑннӑ, старта вӗсем пысӑк йышпа тухнӑ.

Ӑмӑртусен программинче ГТО Фестивалӗ, тӗрлӗ элементлӑ эстафетӑсем, дартс тата шашкӑсем пулнӑ. «Локомотив» спорт шкулӗн стадионӗнче ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен вӑй-хӑватне, ҫивӗчлӗхне кӑтартнӑ. «Ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче» чӑн-чӑн ӑс-тӑн тупӑшӑвӗ пулса иртнӗ. Командӑсем тӑватӑ ӳсӗм ушкӑнӗнчен йӗркеленнӗ, ҫакӑ ӑрусем хушшинче пӗр-пӗрне пулӑшма май паракан атмосфера туса панӑ.

Спартакиадӑна хутшӑнакансене Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Васильев тата 2-мӗш №-лӗ Олимп резервӗн спорт шкулӗн директорӗ, Чӑваш Республикин Биатлон федерацийӗн председателӗ Алексей Петров саламланӑ. Хӑнасен ӑшӑ сӑмахӗсем старта тухакансене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Ӑмӑртусем вӗҫленсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Андрей Васильевпа Алексей Петров наградӑсем панӑ. Чи пултаруллисем медальсем, дипломсем, хаклӑ парнесем тата бассейна каймалли абонементсем илнӗ. Ку – спортпа малалла та туслӑ пулмалли лайӑх стимул.

Муниципалитет тапхӑрӗ октябрӗн 15-мӗшӗнче Ишлейре «Унга» спорт шкулӗн базинче иртекен Спартакиадӑн республика тапхӑрне хутшӑнма суйласа илмелли этап пулса тӑнӑ.  Ҫӗнтерӳҫӗсем Канаш округӗн чысне республика шайӗнче хӳтӗленӗ.

Канаш округӗн администрацийӗ спорт уявне хастар хутшӑннӑ пикесене, организаторсене, судьясене, волонтерсемпе болельщиксене хутшӑннӑшӑн чӗререн тав  тӑвать. Ҫакӑн пек мероприятисем районта пурӑнакансем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, команда кӑмӑлне ҫирӗплетме тата массӑллӑ спорта аталантарма пулӑшаҫҫӗ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *