Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе 2026 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ял хĕрарăмĕн кунне уявлама палăртнă.
Ял хĕрарăмĕ – вăл питĕ пысăк ĕç. Ун çинче пĕтĕм пурнăç тытăнса тăрать темелле: çемье, кил-çурт, ачи-пăчи, выльăх-чĕрлĕх, картиш…
Çавăнпа та ял хĕрарăмĕсене тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрле пуçтарăнса калаçма-канашлама сăлтавĕ пур. Ытти чух хĕрарăмăн вăхăт сахалрах, ĕçе те каймалла, кил-çуртра, пахчара та ĕç пайтах.
Пĕчĕк чух шутлаттăм, анне хăçан çывăрать-ши? Вут-шанкине йăтса кĕрсе, кăмакине хутса ярса, ирхине эпир тăнă çĕре апат хатĕрччĕ. Кунĕпе вара ĕçреччĕ анне. Каçхине каллех выльăх-чĕрлĕхне пăхсан, ĕç пуçтарсан, алсиш-нуски çыхма ларатчĕ.
Халĕ вăл вăхăтрипе танлаштарасан пурнăç мĕн чухлĕ улшăнчĕ: пÿрт газпа ăшăнать, кĕпе-тумтире машина çăвать, шыв пÿртрех. Хĕрарăмшăн мĕн чухлĕ çăмăллăх çакă.
Ял хĕрарăмĕн кунне халалласа Çĕнĕ Шелттемри вулавăшра çак кунсенче тĕлпулу йĕркеленĕ.
Тĕлпулу самантне ăшă сăмахсемпе Шелттем территори пайĕн ертÿçи Е. Мардарьева уçрĕ. Хăнасене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă май, ял тăрăхĕнчи ял пурнăçĕпе, инициативлă бюджетированипе çĕнĕ проектсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ, килес çулхи проектсем çинчен те каласа хăварчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Шелттем тăрăхĕнче ветерансен канашĕ хастар ĕçлесе пырать, унăн ертÿçи М. Николаева. Мария Витальевна хăйĕн калаçăвĕнче кÿршĕ ял тăрăхне ĕçлĕ çулпа кайса килнине, ĕçтешсен ĕç опычĕпе паллашни çинчен каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех ветерансене нумайрах спортпа туслă пулмаллине каларĕ, вырăнти, районти конкурс-мероприятисене хастар хутшăнма йыхравларĕ.
Тĕлпулăвăн сумлă хăнисем «Вăрçă ачисем», Ĕç ветеранĕсем пулчĕç: А. Николаева, Т. Седых, Р. Владимирова, Т. Кузьмина, В. Софронова, В. Григорьева, Л. Павлова, З. Ефремова, М. Волкова, Е. Степанова, В. Степанова тата ыттисем те тĕрлĕ çулта тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, ял аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннă.
Вĕсен пуян опычĕ, ăс-хакăлĕ – пирĕншĕн чи пысăк пуянлăх!
Анна Ивановна Ĕç ветеранĕ, нумай çул хушши ял Советĕнче специалист пулса ĕçленĕ, çав çулсенче ял хĕрарăмĕ мĕнле пурăннине каласа пачĕ, тăван ял кунран-кун хитреленсе, аталанса пынишĕн, ялта пурăнма хăтлă пулнишĕн савăннине пĕлтерчĕ.
Хальхи вăхăтра ултавлă мошенниксем нумайланса кайрĕç. Тĕлпулура округри полици пайĕн представителĕ Л. Антонова кĕске вăхăт хушшинчех районта пулса иртнĕ тĕслĕхсемпе питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Палламан телефон номерĕсене тытмалла маррине, ссылкасемпе ниçта та пусса кĕмелле марине ăнлантарчĕ.
Тĕлпулура Кадыкова Клара хăй çырнă căввисене вуласа пачĕ. «Анне», «Салтак амăшне» сăвăceне вуланă чухне нумайăшĕн куçĕсем шыв-ланчĕç. Хаваслă та шÿтлĕ căввисем вара кăмăла çĕклерĕç. Вырăнти сăвăçăн çырас кăмăлĕ ÿccex пырать. Мĕншĕн тесен эстрада çăлтăрĕceм те унăн сăввисемпе юрăceм хываççĕ.
Ял хĕрарăмĕ пуласси – пысăк ĕç, нумай ачаллă пулни – чăн-чăн паттăрлăх! Кашни ачана ăшăлăх парас, кил-çурта пăхса тăрас, пахчине те, выльăх-чĕр- лĕхне те манмасть — çакăншăн мĕн чухлĕ вăй-хал кирлĕ?! Тĕлпулура — И. Филиппова. Вăл тĕлĕнмелле маттур та хастар хĕрарăм – нумай ачаллă анне. Килте — пысăк хуçалăх, картиш тулли выльăх-
чĕрлĕх, чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ. «Манăн çемье – манăн чи пысăк телейĕм. Паллах, нумай ачапа килти ĕçсем те сахал мар. Кашни ĕçе ачасемпе пĕрле, пулăшса тăратпăр», — пĕлтерет Ирина. Ирина чечексем юратать, сад пахчинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Тата вăл ротангпа çыхассипе кăсăкланса кайнă. Тем тĕрлĕ савăт-сапа çыхса кил-тĕрĕшре те усă курать, çывăх çынсене парнелет. Пухăннă хăнасене Ирина ротангпа мĕнле ĕçлемеллине кăтартрĕ.
Тĕлпулу малалла культура çурчĕн хăна пайĕн- че (пÿлĕмĕнче) тăсăлчĕ. Кĕрекере тутлă чейпе сăйланнă май ăшă аса-илÿсем кăмăла çĕклерĕç, культура ĕçченĕсен «Элгер» фолк-эстрада ушкăнĕ илемлĕ те савăк юрăсем парнелерĕ.
Уяв чăннипех те çутă та тухăçлă иртрĕ: вăл ял çыннисене пĕрлештерчĕ кăна мар, кашнинех чĕререн тухакан кулăпа савăнăç парнелерĕ. Ял ĕçченĕ-хĕрарăмсем ку кун чи пĕлтерĕшлине — чĕре ăшшине, тăван ял пурнăçĕнче вĕсен вырăнĕ питĕ пысăк пулнине туйса илнине – парне вырăнне йышăнчĕç.
Ял хĕрарăмĕ – юрату, талант тата чун пуянлăхĕн тапса тăракан çăлкуçĕ. Чĕре ăшшишĕн тав сире! Уяв ячĕпе!
Таисия ИВАНОВА,
Çĕнĕ Шелттем
ял библиотекарĕ

