Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ

Муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ


Канаш тӑрӑхӗнче шкул театрӗсен республикӑри IV-мӗш «Асам» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем иртнӗ.
Жюри членӗсем муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи ята Канаш хулинчи 5-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Вдохновение» ушкӑн ҫӗнсе илниние палӑртнӑ.
Шкул театрӗсен тупӑшӑвӗнче 2-мӗш вырӑна Канаш хулинчи 8-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Орфей наследникӗсем» театр, Канаш хулинчи 9-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Пӗрремӗш рольсем» театр тата Канаш тӑрӑхӗнчи Шуркассинчи вӑтам шкулӑн «Весёлый театр» театр ушкӑнӗ тухнине пӗлтернӗ.
Канаш хулинчи 7-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн «Калейдоскоп» театр, Шӑхасан вӑтам шкулӗнчи «Асамат» театр тата Ямаш вӑтам шкулӗнчи «Надежда» театр ушкӑнӗсем виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Ҫавӑн пекех рольсене чи лайӑх вылякансене те уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *