Вторник, Октябрь 22, 2019
Главная > Публикации > Çĕнтерÿ ялавĕпе паллашрĕç

Çĕнтерÿ ялавĕпе паллашрĕç

Майăн 3-мĕшĕнче Уçырма вăтам шкулне Çĕнтерÿ ялавне илсе килчĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсемшĕн ку уйрăмах паллă самант пулчĕ. Кăçал çеç вĕренÿ картлашки çинче пĕрремĕш пусăмне тунăран вĕсен ыйтусем, пĕлмеллисем уйрăмах нумай.
Ялава пĕчĕкскерсем тытсах пăхрĕç. Ун умĕнче сыхă тăракан ачасене ăмсанчĕç. Класс сехечĕ вăхăтĕнче Аслă Çĕнтерÿ çинчен калаçнă чухне çăвар карсах итлерĕç, каçса кайсах ыйтусем пачĕç. Паллах, Аслă Çĕнтерÿ çинчен ачасем илтмен мар. Вĕсем ача садĕнче пулнă чухне те кун çинчен калаçнă, телевизорпа та сахал мар курнă. Анчах пысăкланнă май ытларах пĕлес килет вĕренекенсен. Ачасем хăйсем мĕн пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. Класс ертÿçи хатĕрленĕ презентацие пăхрĕç, сăвăсем вуларĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи чи юратнă «Катюша» юрра итлерĕç. Килĕнчи аслă аслашшĕсем çинчен каласа пачĕç. Мероприяти вĕренекенсем сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленчĕ.

Светлана Константинова,
шкул вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code