Суббота, Февраль 22, 2020
Главная > Публикации > Кашни старт пĕлтерĕшлĕ

Кашни старт пĕлтерĕшлĕ

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча сывлăха çирĕплетмелли «Космонавт» лагерьте йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 13 ял тăрăхĕнчен çамрăксен канашĕн ушкăнĕсем мала тухассишĕн тупăшнă. Ăмăртăва вĕсен спартакиадин шучĕпе йĕркеленĕ.
Ăмăртăва район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Павлова уçнă. «Ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕн спартакиади çулсерен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен пуçланать. Кашни старт пĕлтерĕшлĕ. Ăмăртусен пур тĕсĕнче те çĕнтерсе пырсан кăна призерсен йышĕнче тытăнса юлма пулать. Çавăнпа та сире пурне те ăнăçу сунатăп», — пĕлтернĕ вăл. Йĕлтĕрçĕсен ăсталăхне ăмăртусен тĕп судйи Петр Федотов хакланă.
Йĕлтĕрçĕсем эстафета чупса ăмăртнă. Дистанци тăршшĕ пĕр километрпа танлашнă, трасса çине икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм тухнă. Финиша Карăклă ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш çитнĕ, чакаçсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, Хучел ял тăрăхĕн йĕлтĕрçисем виççĕмĕш пулнă.
Çĕнтерÿçĕсене кубок, медаль тата грамота парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code