Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Инфекци уйрăмĕ çĕнелнĕ çуртра

Инфекци уйрăмĕ çĕнелнĕ çуртра

Больницăпа пит туслах мар эпĕ. Тен, пĕр енчен лайăх ку, тепĕр енчен вара аванах та мар-и? Хăшĕсем унтан тухма та пĕлмеççĕ тесен те юрать, вĕсем ăçта, кам патне мĕнле кĕрсе калаçмаллине, тухтăрсене пĕлсе тăраççĕ.
Çапах та сакăр çул каялла кĕтмен-туман çĕртен ачапа больницăра сипленме тиврĕ. Çур çĕр иртни пĕр сехетре пире васкавлă пулăшу машини районăн тĕп больницине илсе çитерчĕ те — Альбина Николаевна Антонова врач тÿрех инфекци уйрăмне илсе кайрĕ. Уйрăм заведующийĕ Анатолий Игнатьев врач, медсестрасем çĕр варри пулнине пăхмасăрах пĕр самант та кĕттермесĕр анализсем илчĕç. Пире уйрăм палатăна вырнаçтарчĕç те ачана система лартрĕç. Медсестрасем манпа пĕрле пĕри те тепри черетпе çĕрĕпе ача умĕнче ларчĕç. Маншăн, халиччен больницăра выртса курманскершĕн, çакă тĕлĕнмелле те пулнăччĕ. Вун тăватă кун хушшинче тĕпĕ-йĕрĕпе сыватрĕç пулĕ. Тухтăрĕ те, медсестрисем те ăш пиллĕ, тарават пулни халĕ те куç умĕнче. Светлана Аркадьевна Зиновьевăна, Эвелина Николаевна Егоровăна, Надежда Витальевна Яковлевăна, Зоя Ивановна Яковлевăна, Светлана Павловна Якимовăна паян та час-часах аса илетĕп. Пысăк тав вĕсене.
Инфекци уйрăмĕ чирлисене ку таранччен пĕр хутлă пысăках мар çуртра йышăннă. Унта ĕçлеме те, чирлисене сипленме те условисем çителĕксĕр пулнă: палатăсенче шыв çук, пурне валли те пĕр санузел. Çитменнине чирлисен йышĕ те пысăк, вĕсене хамăр районтан кăна мар, Канаш хулинчен, Тăвай районĕн- чен те илсе килнĕ.
Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче вара инфекци уйрăмĕнче тĕплĕ юсав пуçланнă. Вăл халиччен терапи уйрăмĕ пулнă виçĕ хутлă корпусра вырнаçнă. Халĕ кунта тултан та, шалтан та пĕтĕмпех çĕнĕ: электропроводка, шывпа ăшă системисем, сĕтел-пукан, вырăн таврашĕ…
Инфекци уйрăмĕн малтанхи çуртне 1956 çулта хута янă пулнă, вăл пĕтĕмпе 374 тăваткал метр йышăннă. Кăçалхи июнĕн 28-мĕшĕнче çĕнелнĕ корпус хута кайнă. Кунта халĕ пĕтĕм япали СанПиН ыйтнине туллин тивĕçтерет. Юсав ĕçĕсем валли 21876266,09 тенкĕ усă курнă. 721008,55 тенкĕлĕх сĕтел-пуканпа вырăн таврашĕ туяннă.
Тĕрлĕ инфекципе чирлисене сиплеме уйрăмра 30 койка вырнаçтарнă, çитĕннисем валли 20 вырăн, ачасем валли — 10. 2017, 2018 çулсенче инфекци койкисенче 1178 (111,66 проц.), 1171 (111,2 проц.) пациента сипленĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕтĕмпе 559 (114,5 проц.) çынна тĕрлĕ инфекцирен сыватнă, çак шутран 258 ачана, 301 çитĕннĕ çынна.
— Район больницинче чылай пысăк ĕç туса ирттерме пултартăмăр. Терапи, инфекци уйрăмĕсем урăх çурта куçрĕç. Кунта халĕ медперсонала ĕçлеме те, чирлисене сипленме те тивĕçлĕ условисем туса панă. Корпуссенче çутă, хăтлă, илемлĕ, хĕллехи вăхăтра ăшă. Черетпе ытти уйрăмсенче те юсав тума палăртатпăр. Территорие те майĕпен хăтлăлатса пыратпăр, — тет Сергей Шерне тĕп врач.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code