Пятница, Апрель 10, 2020
Главная > Публикации > Хăйĕн ĕмĕрне доярка ĕçĕпе çыхăнтарнă

Хăйĕн ĕмĕрне доярка ĕçĕпе çыхăнтарнă

Ялти ĕç стажĕ пысăк пулнине кура пулăшу илекенсен шутне Янкăлч ялĕнче пурăнакан Русскова Людмила Петровна та кĕрет. Вăл 1955 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пукăртан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Людмила Петровнăн ашшĕ-амăшĕ Петр Тихоновичпа Серафима Матвеевна Тихоновсем мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ялти хуçалăхра вăй хурса пурăннă, ачисене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Людмила Петровнăн ялти ĕç стажĕ вун пĕр çултанах (!) пуçланать. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех колхоз ĕçĕсене хутшăннă, амăшне фермăра пулăшнă, çуллахи каникулта тислĕк тăкма, пăрçа çулма, тырă вырма, утă тавăрма, пуçтарма çÿренĕ.
1972 çулта Татмăш шкулне вĕренсе пĕтерсен çамрăк хĕр Шупашкара тухса кайнă, унта пир-авăр комбинатне вырнаçнă. Анчах та ял туртăмĕ вăйлăрах пулнă хĕр-упраçăн. Тĕп хулара çулталăк ĕçленĕ хыççăн: «Çак хулара мĕн туса пурăнатăп-ха эпĕ? Мана кунта нимĕн те кăмăла каймасть», — тесе Людмила Петровна хăйĕн шухăшне никама та пĕлтермесĕр тăван ялне каялла таврăнать те фермăна дояркăна вырнаçать. Ун чухне ĕçчен те вăр-вар хĕрсене фермăна савăнса, пĕр сăмахсăрах ĕçлеме илнĕ.
Колхоз фермине ĕçлеме куçнă çулах Янкăлч ялĕн салтакран тин таврăннă каччипе Руссков Николай Васильевичпа паллашать. 1974 çулта çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Пĕрлешни икĕ эрне те иртмест Людмила Петровнăна ферма зоотехникĕ Илья Иванович Павлов: «Пире маттур доярка кирлĕ», — тесе фермăна илсе кайнă. Людмила Русскова çав вăхăтран пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех дояркăра вăй хунă. Аслă ачисем пĕчĕк чухне çеç виçĕ çул сĕт-çу кухнинче ĕçленĕ. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн, курăмлă çитĕнÿсемшĕн пĕрре кăна мар район хисеп грамотисем парса чысланă.
Людмила Петровна — ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ. «Пирĕн вăхăтра тем туса та ĕлкĕрнĕ: ачисене те çуратса çитĕнтернĕ,
пÿрт-çуртне те лартнă, выльăх- чĕрлĕхне те пăхнă, ĕçе те çÿренĕ, колхоз панă тÿпесене те туса пынă, уттине те çулнă, вуттине те хатĕрленĕ, стройка ĕçĕсене те мăшăрпа иккĕнех пурнăçласа пурăннă. Нихăçан та йывăр, чăтаймастăп тесе нăйкăшман», — тет Людмила Петровна. Хăйĕн ĕçне пĕтĕм чунне парса туса пынăшăн, яланах малти вырăнсенче пулнăшăн Людмила Петровна Русскова пирки «Канаш ен» хаçатра та çырса кăларнă. Тивĕçлĕ канăва темиçе çул каялла тухнă пулин те вăл ĕçлеме пăрахни икĕ çул кăна-ха. Сăмах май унăн мăшăрĕ те Николай Васильевич тăван колхозрах вăй хунă: нумай çул сĕт турттаракан машина водителĕнче (пĕр улшăнмасăр 24 çул!) ĕçленĕ. Халĕ вăл та тивĕçлĕ канура, ĕçе çÿреме пăрахни вара çулталăк кăна. Унăн та ялти ĕç стажĕ пысăк. Руссковсем пенсире пулин те алă усса лармаççĕ: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕпе киленсе пурăнаççĕ.
Людмила Русскова:
«Хамăн ĕçе, вăл çав тери йывăр пулсан та, питĕ юратнă. Ĕçе савăк кăмăлпа кайнă, тăрăшса пурнăçланă. Кашни кун: çулла-и, хĕлле-и — ĕçе тăватă сехетре тăрса утнă, ал вĕççĕн 16-17 ĕне сунă, машинăпа сума тытăнсан кашнин 35 ĕне таран пулнă. Ачасем шкул çулĕсене çитсен кашни кунах пулăшма çÿретчĕç. Тата хальхи пек холодильниксем пулман, 40 литр кĕрекен савăтсене шăрăхра çăла çакаттăмăрччĕ, кайран туртса кăлараттăмăр, çулла валли хĕлле пăр та касса хатĕрленĕ, сивĕсенче ăшăнакан пÿрте илсе антараттăмăр. Пĕтĕм ĕçе хамăрах, хĕрарăмсем, ал вĕççĕнех тунă вĕт-ха. Мĕнле вăй çитернĕ? Машина çине те сĕт тултарнă савăтсене хамăр вăйпах хăпартаттăмăр. Пирĕн йывăр ĕçе хакласа пенси çумне ялти стажшăн хушса тÿлени тĕрĕс тесе шутлатăп, пирĕншĕн ку курăмлă пулăшу.
Хамăн ĕмĕре доярка ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн нихăçан та ÿпкелешмен, мĕншĕн тесен яла питĕ килĕштеретĕп эпĕ, нихăçан та ăна хула шăв-шавĕпе улăштарман пулăтăм. Ялта уçă сывлăш, шăплăх хуçаланаççĕ, тавралла мĕнешкел илем. Автан сассипе вăранни мĕне тăрать тата! Халĕ ялти пурнăç условийĕсем хуларинчен пĕртте кая мар, ялта пурăнма ырлăх: кашни килтех газ çунать, пирĕн шыва та киле кĕртнĕ, çулсем тикĕс те яка. Ялтах пурăнма аван».

Елена ФАДЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code