Воскресенье, Июль 5, 2020
Главная > Публикации > Вут-кăварпа кĕрешекенсем старта тухнă

Вут-кăварпа кĕрешекенсем старта тухнă

Çулсерен Чăваш Енри вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсем йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту йĕркелесе ирттереççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине ирĕклĕ пушарнăйсем, çăлавçăсем тата волонтерсем тухаççĕ. Кăçалхи ăмăртăва вĕсем Аслă Çĕнтерĕве — 75 çул, Раççей МЧСне 30 çул çитнине халалланă.

Спорт уявĕ хальхинче А.Г. Николаев ячĕллĕ «Космонавт» лагерьте иртнĕ. Йĕлтĕрçĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Енри патшалăх пушар сăнав пайĕн начальникĕ Федор Фомин, Чăваш Енри ВДПОн тĕп инженерĕ Игорь Плужников саламланă, финиша пĕрремĕш çитме ăнăçу суннă.
Арçынсем 5 километрлă дистанцие парăнтарнă, хĕрарăмсемпе çамрăк пушарнăйсем 3 километр чупнă. Финишра спортсменсене вĕри чейпе тата кукăльпе сăйланă. Кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçе Кубок, медаль тата грамота парса чысланă.

Валерий КАЛИНИН,
пушар хуралĕн инспекторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code