Воскресенье, Май 31, 2020
Главная > Образование > Федераци проекчĕ самана таппипе тан утма хистет

Федераци проекчĕ самана таппипе тан утма хистет

Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртни» темăпа семинар иртнĕ. Унта районти шкулсен ертÿçисем хутшăннă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — районти вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Светлана Иванова ертсе пынă. Светлана Силовна 2019 çулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, шкул директорĕсем валли 2020-2024 çулсенче пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртнă.

Вăтапуç шкулĕнчи «Точка роста» цифрăпа гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрĕ иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Хальхи шкул» федераци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн уçăлнă. Центра хальхи йышши паха оборудованипе тивĕçтернĕ, çак тĕллевпе 1,6 млн тенкĕ укçа уйăрнă пулнă. Вырăнти бюджет укçи-тенкипе пÿлĕмсене юсанă, вĕрентекенсем ятарлă курссенче хăйсен пĕлÿ шайне ÿстернĕ.
«Точка роста» центрта шкул ачисем халĕ технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсемпе, çавăн пекех шахматпа, IT-технологийĕсемпе, проект тата класс тулашĕнчи ĕçсемпе пахалăхлă пĕлÿ илеççĕ. Шкулта çакăн евĕр хушма пĕлÿ бази йĕркелени пултаруллă ачасене тупса палăртма, малашлăхра вĕсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыма май парать.
Вăтапуç шкулĕ çак проекта районти 30 шкултан пĕрремĕш лекме пултарнă. Ку пуçламăш утăмсенчен пĕри шутланать паллах. 2020 çулта «Точка роста» цифрăпа гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрĕсене районта тата икĕ шкулта уçма палăртнă. Унăн ырă витĕм-
не кĕçех Ухман тата Вăтакас Кипеч пĕлÿ çурчĕсенче вĕренекенсем туйса илĕç.
Семинар вăхăтĕнче шкул ертÿçисем «Точка роста» центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Проектпа килĕшÿллĕн вĕрентекенсем урокра тата урок тулашĕнче йĕркелесе ирттерекен занятисен хăш-пĕр пайĕсене уçăмлатнă. С. Малова шкул ачисем хушшинче шахмат турнирĕ ирттернĕ, кĕçĕн çулхисене вăйă вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Е. Ильина технологи предметне кăмăллакансемпе роботсем ăсталанă, вĕсене «чун кĕртнĕ», лешĕсем тĕрлĕ командăна пурнăçлама, япаласене вырăнтан куçарма пултарнине кăтартнă. Г. Кужакова информатика технологийĕсемпе усă курса ачасемпе пĕрле мультфильм ÿкернĕ. Çак кăсăклă процеса ачасем пысăк яваплăхпа кÿлĕннĕ. Тĕрлĕ персонажа, сценарире палăртнă евĕр, экран тăрăх куçма тата калаçма вĕрентнĕ. Алексей Федотов ятарлă манекен тренажер çинче пĕрремĕш пулăшăва еплерех кÿмеллине курăмлă кăтартса панă. Ĕçтешсен çав кун курса тĕлĕнмелли чăнласах та нумай пулнă.
Шкул директорĕ Алексей Федотов пĕлтернĕ тăрăх, «Точка роста» центрта ачасене технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсемпе, шахматпа, IT-технологийĕсемпе пахалăхлă пĕлÿ панипе пĕрлех тĕрлĕ уяв, ăмăрту тата конкурс та йĕркелесе ирттереççĕ.
Ачасем класрах 3-D модельсем ăсталама, цифра уçлăхĕн технологийĕсене алла илме, квадракоптерсене вĕçтерме вĕренеççĕ. Çак çĕнĕ йышши компетенцисене шкул çулĕсенчех алла илни паянхи шкул ачисене аслă шкула вĕренме кайсан пысăк пулăшу кÿрĕ.
Центрăн усси шкулшăн кăна мар: ял çыннисем те, культура, медицина ĕçченĕсем те кунти технологисемпе усă курма пултараççĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Хальхи шкул» федераци проекчĕ самана таппипе тан утма хистет.

Владислав ИЛЬИН,
Пайкилт шкулĕн директорĕ:
— «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Точка роста» цифрăпа гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрне пирĕн шкулта 2021 çулта уçма палăртнă. Вăтапуçĕнче вăл пĕлтĕр авăн уйăхĕнче хута кайрĕ. Асăннă центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе нумаях пулмасть ĕçтешсемпе пĕрле вырăна тухса паллашрăмăр. Шкул ачисем унта йĕркелесе ирттерекен хушма занятисене хаваспах çÿреççĕ. Тĕрлĕрен программа çырма, дронсене вĕçтерме тата мультфильмсем ÿкерме вĕренеççĕ. Шашка-шахмат вăййине кăмăллакансем валли уйрăм кĕтес пур. Çав вăхăтрах релаксаци уйрăмне те пăхса хăварнă. Ывăнса çитсен ачасем унта пырса канма, вăй пуçтарма пултараççĕ. Психологпа калаçса чунĕсене уçаççĕ. Центр ĕçлеме пуçланăранпа ачасем чăнласах та ырă енне улшăннине палăртаççĕ вĕрентекенсем.
«Точка роста» тени — ачасен ÿссе аталанмалли вырăнĕ пулнине палăртать. Унăн тĕллевĕ: ялта вĕренекен ачасен пĕлÿ шайĕн пахалăхне палăрмаллах ÿстересси. Хамăр шкулта çак центр ĕçлеме пуçличчен эпир ачасене Вăтапуçне илсе килсе кăтартма пултаратпăр. Хушма килĕшÿ мелĕпе вĕсем унта хăйсен пĕлĕвне аталантарма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code