Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вĕсен паттăрлăхĕ ăруран-ăрăва куçса пырĕ

Вĕсен паттăрлăхĕ ăруран-ăрăва куçса пырĕ

Тăван çĕршыва юратасси чи малтанах ентешĕмĕрсен мухтавлă ĕçĕсене хаклама пĕлнинчен, аслă ÿсĕмри çынсене хисеплеме тата тăван халăхпа мăнаçланма пултарнинчен пуçланать. Çак туйăма ачасен чун-чĕри патне мĕн пĕчĕкрен илсе çитермелле, вара чăнахах та çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсемпе патриочĕсене çитĕнтерме пулать.
Шкулта ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре вĕрентекенсем шăпах çак ăнлава çирĕп пăхăнса пыраççĕ. Кăçал пирĕн çĕршывра Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн Чакаç вăтам шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Сергей Федорович Федоровăн тăванĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Мероприятие 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.
Ачасемпе курнăçма шкула Сергей Федоровичăн мăнукĕ Анна (вăл ЧПУ студентки), ветеранăн ывăлĕсем Василийпе Валерий, хĕрĕ Елена тата кинĕ Лариса килнĕ. Мероприятие уçнă май ялти вулавăш библиотекарĕ Татьяна Михайлова çитĕнекен ăру çав хаяр çулсене яланах асра тытма тата Çĕнтерĕве туптанă паттăрсемпе мăнаçланма тивĕççине палăртнă. Хальхи вăхăтра ачасем вăрçă çинчен ветерансемпе тыл ĕçченĕсенчен тата вĕсен тăванĕсенчен илтме пултараççĕ, çакăн пĕлтерĕшĕ кинора курнинчен е кĕнекере вуласа пĕлнинчен чылай пысăкрах.
Анна Сергей Федоровичăн вăрçăри кун-çулне тĕплĕн тишкернĕ, ачасене «Манăн асатте — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ» презентаци кăтартнă. Хăйĕн тĕпчев ĕçĕнче çемье архивĕнче упранакан документсемпе сăн ÿкерчĕксене, тăванĕсен аса илĕвĕсене усă курнă. Студентка шкул ачисене те хăйсен çывăх çыннисем çинчен материалсем пуçтарма чĕнсе каланă, мĕншĕн тесен вĕсен сумĕ чăнласах та пысăк. Унтан Сергей Федорович ветеран çинчен тĕлпулăва килнĕ ытти тăванĕсем каласа кăтартнă.
Вăрçă ахрăмĕ кĕрленĕренпе чăнласах та чылай вăхăт иртрĕ. Унăн асап-тертне тÿссе ирттернĕ çынсем çулран-çул чакса пыраççĕ. Апла пулин те вĕсен паттăрлăхĕ ăруран-ăрăва куçса пырать, паянхи мирлĕ пурнăç мĕнлерех хакпа туптаннине нихăçан та манас марччĕ.

Светлана ПАТШИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *