Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Уя тата тепĕр комплекс тухĕ

Уя тата тепĕр комплекс тухĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тата унăн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче пулчĕç. Унта вĕсем ака ĕçĕсене тухăçлă тата кĕске вăхăтра туса ирттерме туяннă ятарлă комплекспа паллашрĕç.
«AGRATOR COMBIDISK-7200» агрегата кÿршĕ республикăра — Тутарстанра туса кăларнă. Вăл икĕ миллион ытла тенкĕ тăрать. Ăна хуçалăх ĕçченĕсем иртнĕ çул вĕçĕнче ятарласа туяннă «Кировец К-735 Стандарт» çĕнĕ трактор хыççăн çаклатса ĕçлеттерĕç. Электроника вара бункерсенче вăрлăх тата удобрени мĕн чухлĕ юлнине хăех кăтартса пырĕ.
Çакăн йышши комплекссем пирĕн районшăн çĕнĕлĕх мар. Ку таранччен тĕрлĕ заводра туса кăларнисемпе «Пионер», «Канмаш», «Цивиль» тата «Родина» хуçалăхсем ĕçлесе курнă та ĕнтĕ. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисем çак агрегатсем экономика тĕлĕшĕнчен питĕ пĕлтерĕшлине палăртаççĕ. Ара, хăватлă трактор хыççăн çаклатнă комплекс пĕр вăхăтрах çĕре хатĕрлет, вăрлăха акать, удобрение хывать, унтан катокпа якатса хăварать. Кун пек чухне çак асăннă ĕçсен кашни циклĕ валли уя ятарласа темиçе техника илсе тухма кирлĕ мар.
Киров ячĕллĕ ЯХПКра çурхисене кăçал тăхăр çĕр ытла гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Кĕрхисем ик çĕр ытла гектар йышăнаççĕ, вĕсене апатлантарнă. Кĕркунне сухаласа хăварнă анасене сÿренĕ. Çĕнĕ агрегат уя тухсан ĕç кал-кал каясси пĕрре те иккĕлентермест.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code