Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Ырă туни ырăпа таврăнĕ

Ырă туни ырăпа таврăнĕ

Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр. Аякка кайиччен иртнĕ çулăн юлашки кунĕсене пĕтĕмлетсе хăварас килет. Районти «АгроВыбор» волонтерсен общество организацийĕн членĕсем Асхва, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче çемьери йывăр условисенче пурăнакан ачасене Çĕнĕ çул парнисем парса хавхалантарнă. Ку ыр кăмăллăх мероприятийĕ «Ачасене пылак парне парнелетпĕр» акципе килĕшÿллĕн пулса пынă.

 

Çак акцие пурнăçа кĕртме «Пионер» агрофирма директорĕ Николай Николаев (вăл 30 парне хатĕрленĕ), Алексей Макаровпа Иван Протасов хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем (35 парне) пулăшу кÿнĕ. Район администрацийĕ спонсорсене ырă ĕçрен айккинче пăрăнса юлманшăн тав тăвать.
Парнесене район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата «АгроВыбор» общество организацийĕн волонтерĕсем валеçсе панă. Вĕсем ачасене сывлăх, ырăлăх суннă, кун пек чухне ĕмĕтсем пурнăçланма пултарассине каласа хавхалантарнă.
Уяв умĕн Хĕл мучипе Юр пике те савăнăç кÿнĕ, вĕсем Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин парнисене районти тĕп больницăра тăрăшакан тухтăрсен ачисене панă, анчах та пылак çимĕçсене вĕсен ашшĕ-амăшĕ илнĕ. Çак савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ, район больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне те хутшăннă.
Хĕл мучи медицина ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, телей тата ăнăçу суннă. Турă тÿсĕм патăр вĕсене, пирĕн сывлăх хамăр тата вĕсен аллинче!

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *