Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхне ярса кăна пуснăччĕ, кăрлачăн юлашки эрнин вĕçне çитсе те тăтăмăр. Нарăс уйăхне кĕрсессĕн çанталăк çуркунне енне сулăнни аванах сисĕнет вара. Кун тăршшĕ те палăрмаллах вăрăмланать, хĕвел кунран-кун тÿпенелле кармашать. Кĕске уйăхăн шутлă кунĕсем те куç умĕнчех вĕлтлетсе иртесси пĕрре те иккĕлентермест.
Эппин, çурхи ĕçсем те хăйсене вăрах кĕттермĕç. Акана вăхăтра тата пысăк тухăçлă йĕркелесе ирттерес тесессĕн халех хатĕрленме пуçламалла. Районти кĕлет-складра сортировка сасси илтĕнет, анчах та пур хуçалăхра та мар-ха. Кая юлсан каю шăтассине шута илсе ыттисене те çак яваплă ĕçе вăраха ямасăр пуçăнма чĕнсе калать районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов.
— Кăçал çур аки вăхăтĕнче тĕшĕллĕ культурăсене 14 пин гектар çинче акса хăвармалла. Çак ĕçе пурнăçлама пĕтĕмпе 3200 тонна вăрлăх кирлĕ. Хальхи вăхăт тĕлне Раççей ял хуçалăх центрĕн Канаш районĕнчи уйрăмне 2400 тонна вăрлăха тĕрĕслеве тăрат-нă. Вĕсенчен 80 проценчĕ, 1965 тонни, кондицие ларнине каласа хăвармалла. 500 тонна вăрлăхра тĕрлĕрен çÿп-çап тата çум курăк вăрри пуррине палăртнă специалистсем. Вăхăт хальлĕхе пур-ха, уй-хире тухса яваплă ĕçе пуçăниччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем вăрлăха кондицие кĕртсе çитерессе шанатăп, — палăртрĕ Валерий Васильевич.
Халĕ, çанталăк кăштах ăшăтнă чухне, вăрлăха алламалли чи меллĕ вăхăт пулнине калаççĕ специалистсем. Мĕншĕн тесен, сывлăш температури 10 градусран сивĕрех чухне çак ĕçе пурнăçласан вăрлăхăн шăтаслăхĕ чакать иккен. Аманнăскере çĕре варсассăн та вăл имшер шăтать тата пĕчĕк тухăçлă пулать.
Вăрлăха кондицие лартса çитернĕ хуçалăхсене те асăнса хăварас килет. Паянхи кун тĕлне «Хучель» пĕрлĕх (220 тонна), АСК «Канаш» (150 тонна), «Канмаш» агрофирма (120 тонна), «Путь Ленина» (110 тонна) тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсем (220 тонна), Портасов хресчен-фермер хуçалăхĕ (220 тонна), «Пионер» агрофирма (60 тонна) вăрлăха çур аки тĕлне хатĕрлесе çитернĕ. Шелттемсем çинчен асăннă май çакна палăртса хăвармалла, вĕсем икĕ районпа ĕçлеççĕ, çĕрсен пысăк лаптăкĕ Йĕпреç тăрăхĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та вăрлăхсен пысăк пайне (1000 тоннăна) кÿршĕ районти Раççей ял хуçалăх центрĕн уйрăмĕнче тĕрĕслеве тăратнă. Вăрлăх йăлтах кондицие ларнă. Агрофирмăн тĕп агрономĕ Эдуард Калишов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта «Пионер» агрофирма 678 гектар çĕрпе кăна ĕçлет, вĕсем çинче кĕрхи тата çурхи тулă, горчица, козлятник, хура тул, синяк, фацели, люцерна тата донник туса илеççĕ.
Вăрлăха тĕрĕслеве памасăр та акма пулать пек, хуçалăхсен мĕншĕн çак процедура витĕр тухмалла-ха?
— Паха тухăç илесси чи малтан унăн никĕсĕнчен — вăрлăхран пуçланать. Мĕн акатăн çав шăтать тесе ахальтен каламан-тăр ваттисем. Вăрлăха, телее, тÿлевсĕрех тĕрĕслеттерме пулать, анчах та вăхăтра ĕлкĕрсессĕн кăна. Патшалăх пĕтĕм вăрлăхăн 75 процентне тĕрĕслев витĕр кăларнăшăн субсидипе тивĕçтерет. Çÿлерех асăнса хăвартăм ĕнтĕ, планпа района çур аки валли 3200 тонна вăрлăх кирлĕ, эппин 2400 тоннине вашават хуçалăхсемпе фермерсем укçасăрах тĕрĕслеттерме пултарĕç. Ыттисен, çак лимита вăхăтра лекейменнисен, хăйсен кĕсйинчен укçа кăларма тивĕ.
Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă тепĕр çĕнĕлĕх те пур, унпа килĕшÿ-ллĕн субсидие ял хуçалăх ĕçченĕсене пĕр йышши вăрлăхпа икĕ çултан мала мар усă курнăшăн параççĕ. Калăпăр, вăрлăха улăштармасăр виççĕмĕш çул акрăн, — патшалăх пулăшăвне тивĕçеймерĕн. Çак сăлтава пула вăрлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенче суту-илÿ кал-кал пырать, ыйтăм пуррипе юлашки вăхăтра вăрлăх хакĕ палăрмаллах ÿс-рĕ.
Енчен те тĕш тыррăн паха вăрлăхне кÿрсе килсен ял хуçалăх предприятине е фермера субсидипе кашни гектар пуçнех тивĕçтерĕç. Патшалăх пулăшăвне техника культурисене: рапс, горчица, соя — акакансем те хăйсем çинче туйса илме пултарĕç.
Районта çĕр улми уйĕсен лаптăкĕ-сем çулран-çул чакса пыни пăшăрхантарать. Пирĕн тăрăхра «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе АСК «Канаш» тата Шпаков фермер хуçалăхĕ çеç тăрăшаççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсене çак çимĕç шутсăр кирлĕ, хальхи вăхăтра ыйтăмĕ сĕре пысăк, анчах та тивĕçтерекенĕ çук. Çавăнпа та хуçалăх ертÿçисемпе агрономсене çурхи ĕçсен планне йĕркеленĕ чухне çак ыйтăва тимлĕх уйăрма ыйтса калатăп. Кун пек лару-тăрура çĕр улмин чи паха вăрлăхне кÿрсе килсе лартас пулсан та вăл хăйĕн хăй хаклăхне тивĕçлипех кăларма пултарĕ. Шупашкарта пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче «иккĕмĕш çăкăра» халалланă курав иртĕ. Унта çĕнĕ сортсемпе, çимĕçе апатлантармалли, çум курăкпа сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемелли им-çампа тата çĕнĕ йышши техникăпа паллаштарĕç. Пырса курас текенсене эпир яланах тарават.
— Валерий Васильевич, çакнашкал тулли те тухăçлă калаçушăн пысăк тав!