Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Районти хуçалăхсем çур акине тухрĕç

Районти хуçалăхсем çур акине тухрĕç

Хĕлле юр ытти çулхинчен ытларах çунă май вăл ирĕлсе пĕтессĕн те туйăнмасчĕ. Çĕр пичĕ çинче шурă кавир выртма вăрах выртрĕ-ха, анчах та сăрт-ту евĕр шурă капмар купасем шутлă кунсенчех куç умĕнчен çухалчĕç. Ака уйăхĕнчех çуллахи евĕр тăнă ăшă кунсемпе вăрах çумăрсене тав сăмахĕ каламалла.

     Уй-хир те тем самантра типсе çитрĕ. Енчен те кĕрхисене апатлантарас, анасене сÿрес тата çурхисене акас ĕç тап-хăр-тапхăр пулса пынă пулсан, кăçал вĕсене районти çĕр ĕçченĕсем пĕр вăхăтра пуçăнчĕç. Пĕр хуçалăхăн анисем çинчех сÿре, сеялка çаклатнă е удобрени сапакан агрегат кÿлнĕ техникăна асăрхама пулать.
     Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов районти уй-хир ĕçĕсемпе вырăна тухса паллашрĕç, çак тĕллевпе вĕсем «АСК-Канаш», «Цивиль» пĕрлĕхсене, «Канмаш» агрофирмăна тата Лукияновпа Протасов хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе килчĕç.
     «АСК-Канаш» пĕрлĕхре Василий Ложков механизатор «МТЗ-1221» трактор хыçне çаклатнă «Амазония-1500» агрегатпа кĕрхи ыраша удобрени сапса апатлантарать. Çак агрегат пĕрре кайса 24 метр сарлакăш лаптăка «çаклатма» пултарать. Ун хыççăн Искандер Насыбуллин «МТЗ-225» тракторпа анасене сÿресе пырать. Асăннă хуçалăхра кĕрхисем 219 гектар йышăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне палăртнă ĕçсене вĕçлесе «АСК-Канаш» пĕрлĕхре çурхи культурăсене акма тытăннă.
     «Канмаш» агрофирмăра та ĕç вĕрет. Владимир Данилов тата Валерий Алексеев «МТЗ-1221» тракторсемпе Ухман ял тăрăхĕнче кĕрхисене апатлантараççĕ. Ачча ял тăрăхĕнчи çĕрсем çинче Игорь Павлов «Кировец-350» хăватлă тракторпа культиваци тăвать, ун хыççăн Семен Павлов «Боллер» (вăл акакан ятарлă комплекс çаклатнă) тата Валерий Ананьев «Джондир» тракторсемпе (сеялка) çурхи культурăсене акаççĕ. Вĕсен уйĕсем асăннă хуçалăхра кăçал 1100 гектар йышăнмалла, кĕрхисене 1000 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Акана вăхăтра вĕçлеме пахалăхлă вăрлăх, удобрени тата çунтармалли сĕрмелли хатĕрсем çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă.
     Ытти хуçалăхсенче çурхи ĕçсем еплерех пынипе çитес кăларăмра паллаштарăпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code