Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Шăрăх çанталăкра сăтăрçăсем ĕрчеме пултараççĕ

Шăрăх çанталăкра сăтăрçăсем ĕрчеме пултараççĕ

Ака-суха ĕçĕсене ирттерсе янă хыççăн тырă пучахне ылтăн тĕс çапиччен уй-хир ĕçĕсем çинчен манмалла пек. Çук çав, сăтăрçăсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Вĕсемпе кĕрешес енĕпе нимĕнле ĕç те туса ирттермесен пулас тухăçăн пĕр пайне ана çинчех çухатма пулать.

     Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕпе Сергей Михайловпа тата Раççей ял хуçалăх центрĕн вырăнти уйрăмĕн агрономĕпе Галина Семеновăпа уйсене пăхса çаврăнтăмăр.
     Галина Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, шăрăх кунсем тăнине пула тулă анисем çинче трипс тата уй пыйти (тля) кăпшанкисем ĕрчесе каяс хăрушлăх пур. Пĕр пучах çинче трипсăн 40-50 личинкине тупса палăртсан çав ана вара экономика тĕлĕшĕнчен сиен кÿрекен шайра (ЭПВ) шутланать.
     Уй пыйти те ÿсен-тăранăн сĕткенне ĕмсе тăранса пурăнать. Сиенленнĕ туна пучах кăларичченех шуралса типсе ларать. Сăтăрçăсем ытларах чухне ана хĕррипе ĕрчеççĕ, çавăнпа та уйсене пăхса тухса сăтăрçăсем пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Енчен те вĕсем капашсăр ĕрчесе кайнă пулсан çакнашкал уйсене таврипех инсектицидсемпе сир- пĕтсе тухни вырăнлă.
     Хисеплĕ хуçалăх ертÿçисем, специалистсен канашне ăша хывасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *