Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Вăл 32 çул музыка шкулне ертсе пынă

Вăл 32 çул музыка шкулне ертсе пынă

     — Валентин Николаевич, эсир композитор та, вĕрентекен те, тата юрăç та. Ăçти чăваш эсир? Ăçта çавăн пек пултаруллă çынсем çуралаççĕ? — ыйтрăм эпĕ Шăхасанти ачасен музыка шкулĕнче ĕçлекен Кузнецов Валентин Николаевичран.
     — Эпĕ Шăмăршă районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Карапай-Шăмăршăри шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн тăван аппа сĕннипе Канашри педагогика училищине çул тытрăм: «Валентин, эсĕ юрра-ташша ăста, — терĕ мана аппа, — сан музыка енĕпех вĕренме каймалла пулĕ». Ун сăмахĕнчен иртеймерĕм, хамăн та музыка енĕпех пĕлÿ илес килетчĕ. Çавăнпах музыка уйрăмне заявлени çырса патăм.
     — Сире професси илме çул кăтартнă аппу пурăнать-и?
     — Пурăнать-ха. Патăрьелĕнче. Упăшки çамрăклах çĕре кĕнĕ хыççăн икĕ ачине пĕчченех пăхса ÿстерчĕ. Çак коронавирус мурĕ пуçланиччен час-часах тăван яла кайса килеттĕмĕр. Тĕп килте аслă пиччепе Валерий Николаевичпа ывăлĕ пурăнаççĕ.
     — Валентин Николаевич, музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухса диплом илнĕ хыççăн ăçталла çул тытрăр?
     — Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, вăл 1969 çулта пулчĕ, ĕçлеме Сиккасси шкулне ячĕç. Тепĕр çулталăк çурăран манăн хĕсмете кайма ят тухрĕ. Училищĕре пире тумрапа выляма, фортепьянăпа калама вĕрентнĕ. Училищĕре илнĕ пĕлÿсемпе усă курса шкулта ансамбль йĕркеленĕччĕ. Ачасене тумрапа, балалайкăпа выляма хăнăхтартăм. Хĕсмет манăн Куйбышев облаçĕнчи Черная Речка хулинче вырнаçнă танк полкĕнче вĕрсе каламалли инструментсен ансамблĕнче иртнĕ. Тата хамăр ачасемпе вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркеленĕччĕ. Куйбышев облаçĕнче эпир çитмен вырăн юлман та пулĕ.
     Икĕ çултан киле таврăнтăм, каллех Сиккасси шкулĕнче тата клубра ĕçлеме тытăнтăм. Ун чухне хавхалану та пысăк пулнă, кăнтăрла шкулта уроксем ирттереттĕм, каçпа клуба васкаттăм. Сиккасси талантлă çынсемпе пуян. Вĕсене клуба пухса пысăк хор йĕркелерĕм, пуян программа туса хатĕрлерĕмĕр. Ăçта кăна кăтартмарĕ пулĕ пирĕн хор хăйĕн пултарулăхне, çавăнпах ырă ята та тивĕç пултăмăр. Министерствăран комисси килсе пирĕн программăпа тĕплĕн паллашрĕ, специалистсем кашни юрра итлесе вĕсене пысăк хак пачĕç. Сиккасси хорĕ «Халăх хорĕ» хисеплĕ ята тивĕç пулчĕ.
     — Апла, Валентин Николаевич, эсир тăрăшнипе Сиккасси хорĕ паян кун та çав ята тивĕçлĕ шайра тытса тăрать?
     — Çапла пулать ĕнтĕ. Хама Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп Хутне пачĕç. Ун чухне эпĕ Чăваш педагогика институчĕн музыка факультечĕн студенчĕччĕ. Мана институтран министерствăна чĕнсе илсе грамотăна савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Хама вĕрентекен педагогсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç: «Кун пек Хисеп Хутне эпир те илсе курман», — тесе мана чунтан саламларĕç. Институтра вĕреннĕ чухне Шупашкарти электроаппаратура завочĕн хорне ертсе пытăм.
     Вĕренсе пĕтерсе диплом илсен мана ĕçлеме Шăхасана ячĕç. Унти музыка шкулне 2010 çулччен, 32 çул ертсе пытăм. Унтан пенсие тухрăм.
     — Пенсире пулсан та ачасене музыкăна вĕрентетĕр-ха…
     — Вăй-хал пур чухне мĕншĕн ĕçлес мар. Пирĕн районта музыка шкулĕ иккĕччĕ. Пĕри — Шăхасанта, тепри, ун филиалĕ, Сиккассинче. 2014 çулта вĕсене пĕрлештерсе районти музыка шкулĕ туса хучĕç.
     — Валентин Николаевич, эсир композитор та, юрăçă та терĕмĕр. Пĕрремĕш юрра хăçан çырнă эсир?
     — Канашра вĕреннĕ чухне. Ун чухне вырăсларах вĕрентетчĕç те, юрă сăмахĕсене вырăсла çыртăм, кĕввине те хамах хыврăм. Шăхасанта темиçе хор коллективĕ йĕркелерĕм: район больницинче, «Сельхозтехника» уйрăмĕнче, психиатри больницинче. Район больницин хорĕ «Халăх хорĕ» ята тивĕç пулчĕ. Халĕ çĕнĕлле ĕçлетпĕр вĕт, виçĕ хортан пĕри те юлмарĕ, пурте саланса пĕтрĕç.
     — Эсир ертсе пынă коллек- тивсенчи çынсемпе çыхăну тытатăр-и?
     — «Сельхозтехника» уйрăмĕнче «Тантăш» ансамбль ĕçлетчĕ. Унпа эпир Украинăра та, Тутар Республикинче те пултăмăр. Унти юрăçсем Светлана Алексеевăпа Нина Иванова паян кун та Районти культура керменĕнче хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтараççĕ.
     — Сирĕн сĕтел çинче «Чун0-чĕре» кĕввисем ятлă питĕ хулăм юрă кĕнеки выртать. Авторĕ — Валентин Кузнецов. Миçе юрă кун çути курнă çак кĕнекере?
     — Виçĕ çĕре яхăн. «Атте килĕ» юррăн сăмахĕсене Анатолий Смолин çырнă. Эпир унпа Украинăна Çеçпĕл Мишши пурăннă вырăнсене кайнăччĕ. Манăн Шăхасан çинчен çырнă юрă пурччĕ. Вăл автобуспа пынă чухнех сăмахĕсене вырăсла питĕ хитре куçарса пачĕ. Пыратпăр çапла автобуспа. Анатолий Семенович темĕн çырать, эпĕ баянпа ĕнерлекелетĕп. «Ман Остер хули çинчен сăвă çуралчĕ», _ тет мана Смолин. Эпĕ пикенсех кĕввине кĕвĕлерĕм те автобус çинчех хамăрăн «Тантăш» ансамбльпе ăна вĕрентĕмĕр. Остера çитсен ăна куракансене юрласа патăмăр: «Ты руку братства нам простер, всем чувашам всегда ты дорог. Благодарим тебя, Остер, навек ты сердцу милый город!»
     — Валентин Николаевич, сирĕн мăшăра мĕнле чĕнеççĕ-ха?
     — Людмила Ильинична. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех район больницин хирурги уйрăмĕнче аслă медсестрара ĕçленĕ. Больницăра хорпа ансамбль ĕçленĕ чухне вăл та унта юрлама çÿренĕ. Пирĕн икĕ ача. Ывăл Хусанта пурăнать, çемьеллĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕр ÿстереççĕ. Хĕр çемйипе Шупашкарта пурăнать. Вĕсен виçĕ ача — пĕр ывăлпа икĕ хĕр.
     — Кайкаласа килетĕр-и ачăрсем патне?
     — Ку чир-чĕрпе юлашки вăхăтра питех çÿремен.
     — Сирĕн хисеплĕ ятсем те пур пек ас тăватăп.
     — 1986 çулта «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕччĕ. 1990-мĕш çулсенче «Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята пачĕç. Культура министерствинчен, районтан панă хисеп хучĕсем чылай. Вĕсене пурне те упратăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *