Суббота, 10 декабря, 2022
Главная > Публикации > Такăр çулпа çула тухма аван

Такăр çулпа çула тухма аван

М-12 «Мускав — Чулхула — Хусан» пысăк хăвăртлăхлă автоçула тунă чухне çул-йĕр ĕçченĕсем ялсем витĕр е вĕсен çумĕпе иртекен çулсемпе усă кураççĕ. «Çĕрпÿ — Ульяновск» аслă çултан пуçласа Яманкасси ялĕ енне выртакан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул та çак витĕме лекнĕ. Канаш районĕн чиккине çитиччен вăл çичĕ километр ытла тăсăлать.
М-12 трассăна тума тытăннăранпа çак çулпа пысăк тиевлĕ чылай машина çÿрерĕ. Самосвалсем строительство хатĕрĕсем турттарнă май çула вырăн-вырăн ватса пĕтерчĕç. «Автодор» патшалăх компанийĕ подрядлă организацисемпе аманнă лаптăксене мĕн пысăк хăвăртлăхлă автоçула хута яриччен йĕркене кĕртсе тăма тĕллев лартнă.
Нумаях пулмасть Сиккасси ялĕ хушшипе Яманкасси ялĕ енне выртакан çула та юсама тытăнчĕç. Юсав ĕçне Хусанти «Волгадорстрой» пурнăçлать. М-12 автотрасса валли çак çулпа шăпах вĕсем строительство хатĕрĕсем турттарнă пулнă. Халĕ йĕркене кĕртеççĕ.
Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене çывхарса килекен професси уявĕпе саламлатпăр, ĕçре çитĕнÿ тата ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code