Вторник, 27 сентября, 2022
Главная > Публикации > Канупа ĕç пĕрле çÿретĕр. Çăкăр хакне кашниех пĕлтĕр

Канупа ĕç пĕрле çÿретĕр. Çăкăр хакне кашниех пĕлтĕр

Çу кунĕсем вĕçленнĕ май ялта ĕç калăпăшĕ чакмалла пек, анчах та çук çав, хушăнать çеç. Кĕркунне çитĕнтернĕ тухăçа çухатусăр пуçтарса кĕртмелле, çавăн пекех килес çул валли пахчана тĕплĕн хатĕрлесе хăвармалла тата ытти те.


Хамăр проектра агротуризм темине сÿтсе явнă май кĕрхи ĕçсене пуçтарнă çĕре туристсене явăçтарни те вырăнлă пулĕ тетĕп. Хăнара вăхăта усăсăр ирттериччен шăмшака хускатса илни сывлăхшăн та усăллă пулĕ. Хулара пурăнса, тен, чылайăшĕ ку таранччен çĕр ĕçне тутанса та курман-тăр. Туслă йышпа ĕç те ăнăçса пырĕ. Кайран пуçтарса илнĕ çимĕçсенчен кăвайт çинче тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерсе çиме май килĕ. Йăран çинчен тÿрех хурана лекнĕ экологи енчен таса пахча çимĕç пурин кăмăлне те кайма тивĕç. Кану базинче вăй хунине кура туристсене хăйсем пуçтарса илнĕ çимĕçĕн пĕр пайне кучченеç вырăнне те парса яма пулать. Кун пек чухне хăнасем сирĕнпе тулли кăмăлпа сыв пуллашнă май килес çул та килсе курма кăмăл тăвĕç, ыттисене те сĕнĕç.
Кĕркунне пахчара суханпа çĕр улмине кăлармалла, кишĕрпе кăшмана пуçтарса кĕртмелле, купăста касма та вăхăт. Çак ĕçсене мĕншĕн пĕрле пурнăçлас мар?! Ĕç вăхăтĕнче туристсене пахчаçă вăрттăнлăхĕсене уçса пани те вырăнлă пулĕ. Калăпăр, управа хунă пахча çимĕç ан çĕртĕр тесен пуçтарса илнĕ тухăçа хĕвел çинче кăштах вырттармалла. Нÿхрепе антариччен лупас айĕнче темиçе кун «сивĕтмелле». Шултра тата аманман тымар çимĕçсене шăтăкăн аякри
кĕтесне управа хумалла, вĕтĕреххисемпе касăлнисем вара ал айнерех пулччăр. Кишĕрĕн тата кăшманăн тăррисене касмалла, купăстана тымарĕпех кăларса хутпа чĕркесе çÿлĕк çине хумалла. Çакнашкал сĕнÿ-канаш аякри юлташсемшĕн усăллă пуласса шанатăп.
Çимĕçсене пуçтарса илнĕ хыççăн пахчана çÿп-çапран тасатма вăхăт. Çанталăк хура кĕркунне енне сулăннă тапхăрта курма килнĕ туристсемпе çум курăксене, помидор, кабачок тата кавăн тунисене тăпăлтарма, ÿкнĕ çулçăсене пуçтарма, çавăн пекех теплицăри тата парникри тăпрана çĕнетме, йăрансем çине тислĕк хывма пулать.
Килес çул тăпра пулăхлăхĕ лайăхлантăр тесессĕн пушаннă анасем çине горчица, ыраш е сĕлĕ акса хăварни вырăнлă. Тепĕр виçĕ-тăватă эрнерен калчана çулса пăрахмалла, унтан чавмалла. Эппин, хăнасене пахчара мĕн юр çăвичченех ĕçпе кăсăклантарма май пур.
Кайран кĕрхи культурăсене лартса хăварма вăхăт çитет. Юпа уйăхĕнче ыхра, сухан, кăшман, редис тата кишĕр акаççĕ. Кун пек чухне туристсемпе пĕрле çĕр хатĕрлеме, вăрăсене варма пулать. Ака ĕçне вĕçлесен ÿсен-тăрана сивĕрен хÿтĕлесе йăрансене пăчкă кĕрпипе е лăсăпа витмелле, çак ĕçе те аякри юлташсене явăçтарни аван. Ял пурнăçне куçпа курса хакланипе кăна мар, туристсем хăйсем çинче туйса илме пултарнипе те уйрăлса тăтăр пирĕн тăрăхри агротуризм. Кун пек чухне хулара пурăнакан ял çыннине ытларах хисеплеме, çăкăрăн чăн-чăн хакне туйса илме пултарĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code