Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕхе хăтлă витесенче тутă хĕл каçарасчĕ

Выльăх-чĕрлĕхе хăтлă витесенче тутă хĕл каçарасчĕ

Кĕркунне кăçал ăшă кунсемпе савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Анчах та сивĕ каçсем тата тÿперен вĕçсе анакан юр пĕрчисем хĕл кунĕсем кĕç-вĕç алăкран килсе шаккасса систерсех тăраççĕ.

Çавăнпа халĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен умĕнчи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе çитесси.
Районта витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕçе тата выльăх-чĕрлĕхе унта куçарассине еплерех шайра йĕркеленине палăртас тĕллевпе конкурс та йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртас тĕллевпе ятарлă комисси фермăсене çитсе çаврăнать. Комисси членĕсем
витесене юсанине, дезинфекциленине, шуратнине, выльăх-чĕрлĕх валли мĕн чухлĕ апат хатĕрлесе хăварнине те шута илет. Çав вăхăтрах апат рационне те (вăл витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян пулмалла) айккинче хăвармасть, мĕншĕн тесен «Ĕне сĕчĕ унăн чĕлхи çинче», — тесе ахальтен каламан-тăр ваттисем.
Нумаях пулмасть комисси членĕсем Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн Атнашри сĕт-çу фермине çитсе килчĕç. Асăннă ферма районта кăтартуллă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри, унта 200 ĕне тытаççĕ, тăхăр уйăхра кашни ĕне пуçне вăтамран 5388 килограмм сĕт сунă пулнă. Ĕнесем хăтлă витесенче тăраççĕ, вĕсем валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ.
Чылай хуçалăхра кĕтÿ çаран çинчех çÿрет-ха. Улăх-çаран шурă кавирпе витĕннĕ-витĕнмен ĕнесем ферма картишĕсенчен тухма пăрахĕç. Çавăнпа та çак яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе выльăх-чĕрлĕхе хăтлă витесенче тутă хĕл каçарасчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *