Пятница, 27 мая, 2022
Главная > Публикации > Ял хуçалăхĕн тăрăшуллă ĕçченĕсене чысларĕç

Ял хуçалăхĕн тăрăшуллă ĕçченĕсене чысларĕç

Эрнекун, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче, районти тыр-пул ăстисем, механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене уяв кĕрекине кăçал юсав хыççăн çĕнелнĕ Уçырмари культура çурчĕ пуçтарчĕ.

Уява килнисем чи малтан ял тăрăхĕсем культура çурчĕ умĕнчи лапамра йĕркеленĕ хăйне евĕрлĕ ярмăрккăпа паллашма пултарчĕç. Фойере хăнасене Канашри райпо тата шкул ачисем пахча çимĕçпе улма-çырларан ăсталанă илĕртÿллĕ курав кĕтрĕ. Çак тулăх экспозицисем умĕнче кашниех сăн ÿкерĕнме пултарчĕ.
Район пуçлăхĕ Сергей Шерне тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов савăнăçлă мероприятие уçнă май ялта ĕçлесе пурăнакансене тăрăшулăхĕшĕн тав турĕç, аталанупа ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕç.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн салам сăмахĕнче аграри секторĕнче тăрăшакансем кăтартусене çулсерен ла- йăхлатса пынине палăртрĕ, малалла та пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлеме патшалăх енчен кÿрекен çăмăллăхсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
Унтан районти ял хуçалăх ĕçченĕсене сцена çинчен Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, унччен маларах Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине ертсе пынă Василий Шадриков саламларĕç, кăтартусемпе малта пыракансене тĕрлĕ ведомство наградисемпе чысларĕç.
Агропромышленность комплексĕнче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе алла çыхмалли сехете Владимиров хресчен-фермер хуçалăхĕн бухгалтерĕ Людмила Владимирова тата Протасов хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Иван Протасов тивĕçрĕç.
Районта ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче чи нумай инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе «Мелилотус» кооператив мала тухнă. Техникăна хĕллехи управа лартассипе те шелттемсемех палăрнă, «Пионер» «Агрофирма» асăннă конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ иккĕмĕш вырăна тухнă, Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ виççĕмĕш пулнă.
Уявра хăйсене шаннă ĕçĕн пысăк ăстисене те палăртрĕç. Ĕç çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Чи лайăх комбайнер» ята «Канмаш» агрофирмăн комбайнерĕ Константин Павлов тивĕçрĕ, «Чи лайăх механизатор» ятпа «АСК «Канаш» механизаторне Сергей Павлова чысларĕç, «Машинăпа чи лайăх ĕне сăвакан» Киров ячĕллĕ ЯХПКра ĕçлет, вăл _ Елена Тимофеева.
Сцена çинче ял хуçалăх ĕçченĕсен тăхăр уйăхри кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç: выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пысăк продукци илсе Киров ячĕллĕ ЯХПК мала тухнă, «Канаш-Агро» пĕрлĕх ÿсен-тăран отраслĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă, Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пĕр ĕне пуçне чи нумай сĕт суса илнĕ, Протасов фермер хуçалăхĕн- че вырма ĕçне пысăк кăтартупа вĕçленĕ. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисене кубоксем парса хавхалантарчĕç.
Мероприятие пуçтарăннисене районти юрă-ташă ăстисем хаваслă концертпа савăнтарчĕç.

Артемий МЯСНИКОВ,
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code