Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Боулинг шарне кустарчĕç

Боулинг шарне кустарчĕç

Раштавăн 3-мĕшĕнче çулленех Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Инвалидсене общество пурнăçне явăçтарни çын правипе тивĕçтермелли, тăнăç аталанмалли, мирлĕ пурнăçпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли тĕп услови пулса тăрать. Инвалидсен правине хÿтĕлени вара — тĕрĕслĕх ыйтăвĕ кăна мар, пĕрлехи пуласлăха инвестици хывни те.


Инвалидсен кунне пирĕн районта ку таранччен çулленех анлăн паллă тунă-ха. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем, конкурссем, концерт программи те йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче пандемие пула урăхла мелсемпе усă курма тивет.
Кăçал та айккинче хăвармарĕç сусăр çынсене. Районти инвалидсен обществипе райадминистрацин спорт секторĕ ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе службăсен командисем хушшинче боулинг енĕпе турнир йĕркелерĕç. Пилĕк çынран тăракан командăра пĕри инвалидсен обществин пайташĕ. Раштавăн 3-мĕшĕнче Канаш хулинчи «Империал» суту-илÿ центрĕнче 18 команда мала тухассишĕн тупăшрĕ.
Турнира хутшăннисенчен нумайăшĕ боулинг хăйсемшĕн çĕнĕ вăйă пулнине палăртрĕ. Ял çыннисен ун пек вăйă центрĕсене çÿреме вăхăт та, май та çук, выляс тесен те укçа тÿлесе кĕме тивет. Хальхинче вара вĕсем хăйсен вăйне çĕнĕ вăйăра тÿлевсĕр тĕрĕслеме пултарчĕç.
Пĕр харăс тăватă команда ăмăртрĕ. Кустарса янă шар «çул вĕçĕнче» тăракан кегльсене мĕн чухлĕ ытларах ÿкерет, çавăн чухлĕ нумайрах очко хушăнать. Шар кустармассерен вылякансен кăмăлĕ улшăнса пычĕ, сăн-пичĕ савăнăçпа çуталчĕ.
— Сусăр çынсем час-час тухса çÿреймеççĕ, паянхи кун пушшех те. Вĕсене вара пĕр-пĕринпе курса калаçни, чунĕсене уçни хавхалантарать. Куратăр пулĕ, мĕнле савăннă вĕсем, — терĕ инвалидсен обществин председателĕ Анатолий Семенов.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *