Среда, 30 ноября, 2022
Главная > Публикации > Раççей тележурналисчĕсем Мăкăр кĕперĕпе паллашрĕç

Раççей тележурналисчĕсем Мăкăр кĕперĕпе паллашрĕç

Иртнĕ кĕçнерникун пирĕн районта «Россия 1» телеканалăн журналисчĕсем ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕç. Федераллă каналта «Эрне хыпарĕсем» валли сюжетсем хатĕрлекен Сергей Зенин корреспондент, Станислав Пономаренко оператор тата Дмитрий Толстухов сасă операторĕ Мăкăр кĕперĕпе паллашрĕç. Мускавран килнĕ хăнасене вырăнти мăнаçлă истори палăкĕ çинчен Леонид Михайлов тавра пĕлÿçĕ тата ял старости Герман Родионов каласа кăтартрĕç.

Хальхи вăхăтра чукун çул ветки ял айккипе иртет. Виадук çийĕн пуйăс хашлатса иртни илтĕнмест тата курăнмасть пулин те вăл çынсене хăйĕн патне магнит евĕрех туртать. Кĕпер таврашĕ çулла та, хĕлле те кĕрлесе кăна тăрать. Туристсем тĕрлĕ регионтан курма килеççĕ. Ятарласа автобус тытса тухакансем, çав вăхăтрах хăйсен автотранспорчĕпе çаврăнса çитекенсем те пур.
Кĕпер Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн объекчĕ йышне кĕрсен сăн-сăпачĕ тĕлĕшĕнчен капăрланасса, унăн сумĕпе чапĕ çĕршыв шайĕнче ÿсессе тата районта туристсен йышĕ хушăнасса шанса тăратпăр.


Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — районти вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева, районти централизациленĕ клуб системин директорĕ Ольга Микушина тата районăн тĕп архитекторĕ Сергей Николаев журналистсене Мăкăр кĕперĕн шăпине хальхи вăхăтра çĕршыв шайĕнче
пăхса тухнине пĕлтерчĕç. Раççей Федерацийĕн Культура министерстви асăннă объекта культура еткерлĕхĕн патшалăхăн пĕрлехи реестрне кĕртессипе ĕçлет. Ведомствăра çак тĕллев-пе Чăваш Енрен тăратнă ятарлă экспертиза актне пăхса тухнă, хушăвăн проектне те хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Мăкăр ялĕнчи чукун çул кĕперĕ — аркăллă виадук çинчен «Канаш ен» хаçатра пĕрре мар çырнă. Вăл Канаш районĕн тата Чăваш Республикин истори палăкĕсен йышĕнче. Унăн илемĕпе киленме ĕлкĕрнĕ çынсем Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те йышлă.
Çак хăйне евĕрлĕ туризм объекчĕ çинчен темиçе верси çÿрет. Пĕрисем каланă тăрăх, Мăкăр ялĕнчи кĕпере 1914-1918 çулсенче нимĕç инженерĕ тата проектировщикĕ Гехард Шумахер ертсе пынипе тунă. Çав çулах Мускавпа Хусана çыхăнтаракан чукун çулăн Арзамас — Канаш участокĕ хута кайнă. Тепĕр истори вырăс инженерĕ Григорий Передерий ячĕпе çыхăннă. Ку шухăша ĕненес пулсан унăн проекчĕпе кĕпере 1913-1917 çулсенче Арзамас — Шăхран чукун çул участокĕпе пĕр вăхăтра тунă. Строительство вĕçленнĕ тĕле Мăкăр кĕперĕ тимĕр-бетон сооруженийĕсен калăпăшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Виадук тăршшĕ 370 метра яхăн, çÿллĕшĕ 34 метр, сарлакăшĕ 4 метр. Çакнашкал объект сывлăшран та питĕ лайăх курăнать паллах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче кĕпер калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тăшман авиацийĕшĕн атакăламалли тĕллевлĕ объект шутланнă. Телее, вăрçă çулĕсенче ун çине пĕр бомба-снаряд та ÿкмен. Халăхра çÿрекен халап тăрăх, бомба пăрахма килнĕ тăшман самолечĕсем кĕпере тупаймасăр боеприпассене Атăл леш енче «тăкса» хăварнă имĕш, унсăрăн тиевлĕ вĕçев машини каялла аэродрома таврăнаймасть. Урăхла каласан, заправки çитмест.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code