Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Патшалăх уйрăм хуçалăхсене аталанма майсем туса парать

Патшалăх уйрăм хуçалăхсене аталанма майсем туса парать

Чăваш Енре пурăнакансем ял хуçалăх отраслĕнче туса илекен продукцин çуррине яхăн калăпăшне уйрăм хуçалăхсенче çитĕнтереççĕ. Сĕт сăвассипе те кăтарту çакнашкалах.

Ялта ĕçлесе пурăнакансене, енчен те вĕсем професси тупăшĕнчен налук тÿлеме килĕшсен, килти хушма хуçалăха аталантарма субсидисем парса пулăшаççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлес текен çын район администрацине заявка панă хыççăн тĕллевлĕ укçа республика тата федераци бюджетĕнчен те килме пултарать.

Федераци шайĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен çынна уçă тÿпе айĕнче çитĕнтернĕ 1 тонна пахча çимĕçе сутнăшăн 2 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç, вырнаçтарнă пĕр тонна çĕр улмишĕн — 3 пин тенкĕ. Вăл е ку продукцие туса илнĕ чухне пулакан тăкаксене ?30 проценчĕ таран/ каялла саплаштарĕç.

Килте ĕне йышлă усракансене 50 пин тенкĕ таран укçа парса пулăшĕç. Пĕр пушмак пăрушăн 5500 тенкĕ уйă- раççĕ, икĕ пушмак пăру усракансем кашни выльăхшăн 6500 тенкĕ илĕç. Виççĕ е ытларах тытакансен пулăшăвĕ кашнишĕн 7500 тенкĕпе танлашĕ.

Сурăх усракансене те хавхалантараççĕ. Çулталăкран аслăрах пĕр сурăхшăн 500 тенкĕ парĕç, пĕр хуçалăх валли пăхса хăварнă лимит виçи 12 пин тенкĕпе танлашать.

Ĕне е пушмак пăру туянас текенсене 70 пин тенкĕ параççĕ (выльăх хакĕн 99 процентне саплаштараççĕ). Асăннă программăпа икĕ ĕне туянма пулать, вĕсен тăватă çултан аслăрах пулмалла мар.

Качака туянас текенсене пилĕкшер пин тенкĕ параççĕ (выльăх хакĕн 99 процентне саплаштараççĕ), кун пек чухне виççĕрен пуçласа вунă качака туянмалла, вĕсем пĕр çултан аслăрах пулмалла.

Ял хуçалăх техникипе агрегатсем туянма та субсиди пăхса хăварнă (40 процент таран саплаштарĕç), килти техника паркне маларах усă курнипе те пуянлатма пулать. Анчах та унăн ултă çултан «аслă» пулмалла мар. Ку тĕллевпе экспертиза хаклавĕ кирлĕ пулĕ.

Хурт-хăмăр ăстисем те пулăшу мерисемпе (40 процент таран сап-лаштарĕç) усă курма пултарĕç. Кун пек чухне вĕсен утарта кирлĕ хатĕрсене налук органĕсенче учетра тăракансенчен туянмалла пулĕ.

Минераллă удобрени (30 процент), вăкăр «вăрлăхне» туяннăшăн (90 процент), çĕр пулăхлăхне тĕрĕслеттернĕшĕн (50 процент) те тăкаксене саплаштарĕç.

Тĕплĕнрех район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пая 2-23-86 тата 2-14-17 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *