Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Анне çĕр çинче пĕрре — юрат чунтан, хисепле

Анне çĕр çинче пĕрре — юрат чунтан, хисепле

Çулталăкри нумай-нумай уявран чи ырри, çепĕççи, пурин чунне те çывăххи — Аннесен кунĕ.

Çак кун пурне те пурнăç çине тимлĕрех пăхма, пирĕн çумра пурнăçра чи хаклă, пире çутă кун-çул пилленĕ çын — анне пуррине аса илме хистет. Тăватă сас паллинчен тăракан кĕске сăмахра мĕн тери пысăк ырă туйăм пытанса упранать. Анне пулса тăнă хĕрарăмшăн вара мăшăрĕн хисепĕпе ăнланăвĕнчен, хăй чун панă пепкин юратăвĕнчен хакли нимĕн те çук пулĕ.

Уяв умĕн хаçат тусĕсене Энтриялĕнче пурăнакан Михайловсен туслă çемйипе паллаштарас терĕмĕр. Алексей Валерьевичпа Нина Николаевна çичĕ ача çитĕнтереççĕ, тăватă хĕрпе виçĕ ывăл. Сăн ÿкерчĕке 7-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ Артем лекеймен, спортпа туслăскер ăмăртура пулнă. Асли — Дарья, Канашри строительство техникумĕнче пĕлĕвне малалла аталантарать. Вăл ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ тесен те йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен Нинăпа Алексей — ăста строительсем.

Артурпа Алиса 4-мĕш класа çÿреççĕ. Никита пĕр çул каярах вĕренсе пырать. Олеся кăçал пуçласа парта хушшине ларнă. Алексина хальлĕхе ача садне çÿрет-ха. Мăнукĕсене воспитани парас ĕçе асламăшĕпе кукамăшĕ те хастар хутшăнаççĕ. Аслă ачисем кил-çурта пуçтараççĕ, кĕçĕннисене пăхаççĕ, кирек мĕнле ĕçе те туслă йышпа пуçăнаççĕ.

Михайловсен çемйи пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатмашкăн черетре тăнă. Кăçал вĕсен çутă ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Авăн уйăхĕнче çемье патшалăхăн тĕллевлĕ пулăшăвне тивĕçнĕ. Сертификатра палăртнă укçа сумми 4 миллион та 238 пин тенкĕпе танлашнă. Паянхи кун тĕлне Михайловсем унпа туллин усă курнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *