Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи призыв малалла пырать

Кĕрхи призыв малалла пырать

Кăçал кĕрхи призыв комиссийĕ хăйĕн ĕçне пĕр уйăх каярах пуçларĕ. Салтак çулне çитнĕ яшсене повесткăсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама тытăнчĕç. Призыв кампанийĕ епле иртни çинчен Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов каласа парать.

— Кĕрхи призыв пуçланнă хыççăн виçĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕнче виçшер комисси иртрĕ. Яшсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр планпа килĕшÿллĕн тухса пыраççĕ. Чылайăшĕ тулли мар мобилизаци йĕркипе кăсăкланать, срочниксем — çар операцине хутшăнмаççĕ. Юпа, чÿк тата раштав уйăхĕсенче салтакран таврăнакансене те унта явăçтармĕç. Вĕсем çар комиссариатĕнче учета тăрĕç, пĕр çулталăк хушши ĕнерхи салтаксем патне йыхрав хучĕ ямĕç.

— Призыв кампанийĕ епле майпа иртет?

— Салтак çулĕнчи яшсем патне повестка çитеретпĕр, вĕсен çар комиссариатне палăртнă вăхăта пымалла. Чи малтан кашнин информацине çĕнететпĕр. Пуçласа килекенсем медицина комиссийĕ тухаççĕ. Енчен те сывлăхĕ енчен хавшак пулсан çамрăка ятарлă медицина комиссийĕ витĕр кăларатпăр. Специалистсем диагноза çирĕплетсен вăл çар билечĕ илĕ. Çирĕп сывлăхлă яшсем çав кунах призыв комиссине лекеççĕ. Унта пулас салтакăн çар служби ăçта тата хăçан иртессине палăртаççĕ. Пирĕн патĕнчен çамрăксем Шупашкар хулинчи пухăну пунктне лекеççĕ, унтан çар чаçĕсем тăрăх саланаççĕ.

Студентсене вĕреннĕ тапхăрта салтака илместпĕр. Вĕсем вĕреннĕ çĕртен справка илсе килеççĕ, çакăн хыççăн призыв комиссийĕ студентсене вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен отсрочка парать. Водителе вĕренес текенсен ушкăнне пуçтартăмăр, 24 яш ДОСААФра «С» категори алла илĕ. Икĕ çамрăк Шупашкарта «Е» категорие вĕренеççĕ.

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Канаш хулине çар училищисен представителĕсем килĕç. Хулари шкулсенче аслă классенче вĕренекенсене пуçтарса ятарлă акци йĕркелĕпĕр.

— Хальхи вăхăтра яшсене ăçта ăсататăр?

— Пирĕн тăрăхран пĕрремĕш ушкăнпа кайнă салтаксем Мускав хулинчи, ун çывăхĕнчи тата Смоленск тăрăхĕнчи çар чаçĕсене лекнĕ. Вĕсем десантниксемпе ракетчиксем пулса таврăнĕç. Служба вăхăчĕ пĕр çулталăка пырĕ, вĕсене çемьери лару-тăрăва шута илсе отпуск парĕç.

— Мĕнле кăмăл-туйăмпа çамрăксем салтака каяççĕ?

— Тĕрлĕрен: хумханаканни те, салтак пулма ĕмĕтленекенни те пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code