Главная > Публикации > Конституци кунĕ тĕлне паспортсем панă

Конституци кунĕ тĕлне паспортсем панă

Çĕршыв Конституцийĕ кунĕ умĕн çамрăксене Раççей Федерацийĕн паспортне парассине ырă йăлана кĕртнĕ.

Хальхинче гражданинăн тĕп документне районта пурăнакан сакăр шкул ачи илнĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Евгений Мурзин çак паллă пулăмпа çул çитменнисене саламланă май яваплăха çирĕп туймаллине чĕнсе каланă. Вырăнти Миграци пункчĕн ертÿçи Елена Николаева алла паспорт илни кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ утăм шутланнине, асăннă документа типтерлĕ упрамаллине тата çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнмеллине уçăмлатнă.

Мероприятие килнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕн куçĕсенче савăнăç тата мăнаçлăх туйăмĕ палăрнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *