Главная > Публикации > Районти ветерансен канашĕ республика конкурсĕнче палăрнă

Районти ветерансен канашĕ республика конкурсĕнче палăрнă

Районта вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне асăннă общество организацийĕн председателĕ Виталий Петров йĕркелесе пынă. Мероприятие Раççейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пĕр йыша чăмăртакан районти уйрăмĕн председателĕ Антонина Тямина хутшăннă.

Пĕрлехи канашлура ял тăрăхĕсенчи ветерансен канашĕн ертÿçисем хăйсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри ĕç планне пăхса тухса çирĕплетнĕ. Ларура çавăн пекех ветерансен канашĕн ертÿçин çумне Валентина Сергеевăна 75 çулхи юбилейпа саламланă. Вăл вăтăр çул ытла район администрацийĕнче ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн 20 çул общество организацийĕнче тимлет. Валентина Николаевнăна ĕçтешĕсем çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă.

Савăнăçлă хыпар та пур, районти ветерансен канашĕ республикăри общество организацийĕсем хушшинче ирттернĕ конкурсра 1-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илнĕ. Ăна республикăри вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен общество организацийĕ йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнине халалланă пулнă. Конкурса районтан пĕтĕмпе 17 альбом хатĕрлесе тăратнă, жюрисем Янкăлч, Уçырма тата Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсенчен килнĕ ĕçсене ырласа йышăннă. Çавăн пекех Çеçпĕл, Янкăлч, Шăхасан, Çĕнĕ Чалкасси, Кăшнаруй ял тăрăхĕсене те палăртса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *