Понедельник, 20 мая, 2024

Атнаш

Егоровсен çемйин савăнăçĕ

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Атнаш ял территорийĕнче пурăнакан Егоровсен нумай ачаллă çемйине хаклă парнепе тивĕçтернĕ. Вĕсене республика бюджечĕ шучĕпе хăтлă та капмар çурт хăпартса панă.

Çурт-йĕр условине патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли черете Егоровсем 2014 çулта тăнă, раштав уйăхĕнче вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ялти çурт хулари хваттертен пĕрре те кая мар, унта кашнин валли уйрăм пÿлĕм пур.

Юрий Павловичпа Людмила Александровна пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Çемье пуçĕ Киров ячĕллĕ ЯХПКра водитель пулса ĕçлет. Ăна ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят парса чысланă. Мăшăрĕ шкул столовăйĕнче тăрăшать, килте пысăк хуçалăх тытса пырать.

Çĕнĕ çурта Егоровсене хăйсем пурăнакан пÿртне хирĕçех лартса панă, çывăх тата тăван тăрăхран аяк-ка мар тĕпленме майсем туса пани çемьене тата та хавхалантарнă.

Ялти клуба юсанă
Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Калиновка ялĕнчи клуб юсав хыççăн ял çыннисене йышăннă. Ăна «Культура малой родины» федерацин парти проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртме май килнĕ.
Вăл хăйĕн илемĕпе тата çĕнĕлĕхĕпе куçа илĕртет. Ял халăхĕ унта халĕ уяв-концерта пуçтарăнать. Культура ĕçченĕсем тăтăшах савăнăçлă мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ.
Юсав ĕçне пурнăçлама виçĕ миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă. Строительсем клуб тăррине, чÿречисемпе алăкĕсене улăштарнă, тулти тата шалти стенасене, урай-маччана çĕнетнĕ, сĕтел-пуканпа кирлĕ хатĕр туяннă. Клуба юсас тĕлĕшпе пуçарнă хăш-пĕр ыйтăва татса пама ялти çынсем те хастар хутшăннă.
Паянхи кун ялта 240 ытла çын пурăнать, клуба юсасси çинчен вĕсем тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Халĕ вырăнти пултаруллă хастарсем сцена çине тухма, юрласа ташлама, хăйсене актер ăсталăхĕнче те тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Çамрăксем каçсерен ташă каçне пуçтарăнаççĕ.

Кÿлĕре пулă ĕрчет
Ялти кÿлĕ-пĕвере пулă пурри мĕн тери савăнăç. Пушă вăхăтра вăлта йăтса шыв хĕррине кайса ларма кам килĕштермĕ; Çут çанталăк ытамĕнче чунпа канатăн, йывăр шухăшсем сирĕлеççĕ, вăй кĕнĕн туйăнать…
Атнаш ялĕнче пурăнакансем пĕлтĕр вырăнти икĕ пĕвене, Молодежная тата Крупская урамсен вĕçĕсенчисене, çутă карпсем янă (80 килограмм ытла). Пĕчĕк пулăсем часах ÿссе самăрланĕç, унччен вара пулăçăсем вăлтана çакланнисене каялла шыва ярасса шанаççĕ.

Çул ыйтăвне пысăк тимлĕх
Çул ыйтăвĕ ял аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Атнашсем те тĕрлĕ программăна хутшăнса вырăнти çулсене йĕркене кĕртсе пыма тăрăшаççĕ.
«Транспорт системин аталанăвĕ» муниципалитет шайĕнчи программăпа килĕшÿллĕн Атнаш ялĕнчи Ленин урамĕнчи çула 650 метр тăршшĕ тĕпрен юсанă. Вырăнти пуçару программипе Молодежная урам хушшинчи çула та йĕркене кĕртме май килнĕ. Унсăр пуçне юхăннă çулсене вырăн-вырăн вакă чул сарса якатнă.

Паттăрсем ĕмĕр асра
Атнаш ялĕнче пине яхăн çын пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта 287 салтак тухса кайнă. Вĕсенчен 108-шĕ тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннă, 179-шĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Хаяр вăрçă кашни киле хăйĕн асапĕпе тертне илсе килнĕ. Чылайăшĕ фронтра çывăх çыннисене ĕмĕрлĕхех çухатнă, сусăр аманса таврăнакансем те йышлăн пулнă. Тылри йывăрлăх та Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан хĕрарăмсемпе çула çитмен çамрăксен сывлăхне хавшатнă.
Вăрçă паттăрĕсен ятне ĕмĕрлĕхех сăваплас тĕллевпе 1992 çулта ял варринче палăк вырнаçтарнă. Çак асăну комплексĕ çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Палăк таврашне хăтлăлатнă чухне çутă хатĕрĕсем пăхса хăварнă, çакă çынсене асăну вырăнне çĕрлехи вăхăтра пырса çÿреме, унăн мăнаçлă- хĕпе пĕлтерĕшне кăтартма май парать.

Çĕнĕ лапам спорта явăçтарать
Атнаш ял территорийĕнче пурăнакансем спортпа туслине палăртса хăварас килет. Футбол вăййине вĕсем уйрăмах кăмăллаççĕ. Спортсменсем мечĕке çăвĕн-хĕлĕн тапаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çакна Атнаш ялĕнче тăтăшах ирттерекен турнирсем те çирĕплетеççĕ.
Енчен те футболистсем унччен маларах стадионта тĕл пулнă пулсан, кăçал пуçласа ялти çĕнĕ спорт комплексĕнче тупăшнă. Мини-футбол турнирне районти чи вăйлă командăсем хутшăннă, вĕсем педагогика ĕçĕн тава тивĕçлĕ ветеранне Вячеслав Кассьянова халалласа хăйсен спортри ăсталăхне кăтартнă.
Çак çĕнĕ спорт комплексне пуçару проекчĕн программипе килĕшÿллĕн хута янă. Вырăнти подрядчик икĕ миллион ытла тăракан объекта пĕр уйăхрах ĕçе кĕртме пултарнă. Халĕ спорт лапамĕ пĕр самант та пушă тăмасть, çамрăксем унта тĕрлĕ спорт вăййин ăсталăхне туптаççĕ.

Канаша — поездпа
Иртнĕ çулта «Канаш — Шупашкар — Канаш» поезд маршручĕ çине çĕнĕлĕх кĕртнĕ, халĕ вăл Калиновка ялĕ патĕнче те чарăнать. Чарăнăва вырăнта пурăнакансем ыйтнипе йĕркеленĕ.
Калиновка ялĕнче 240 çын пурăнать. Вăл Канаш хулинчен 17 çухрăмра вырнаçнă. Яла общество транспорчĕ çÿремест, анчах та ун çумĕпе чугун çул иртет. Поездсен, Калиновка çумĕнчен иртсе каякан вăхăчĕсем, ял çыннисене питĕ меллĕ пулнă. Çак ыйтупа вĕсем Раççей чугун çулĕсем патне тухнă. Чугун çул ĕçченĕсем хăйсене вăрах кĕттермен, халăхпа тĕлпулу йĕркеленĕ, чарăну пĕлтерĕшне сÿтсе явнă. Çурла уйăхĕнче Калиновка ялĕнче пурăнакансен ыйтăвне татса пама пултарнă.
Чугун çул ĕçченĕсем чарăну вырăнĕнче пассажирсене анса юлмалли платформа вырнаçтарнă, саксем, информаци стенчĕ тата урнăсем лартнă. Халĕ поезд малтанхи пек ял çумĕнчен вĕçтерсе иртмест, Калиновка ялĕнче пурăнакансен кăмăлне те туллин тивĕçтерет.

Масар çинче çĕнĕ карта
Масарсене тата вĕсен таврашне типтерлĕ тытасси пирĕн сăваплă тивĕç. Унта юлашки çула ăсатнă кашни çыннăн çывăх тăванĕ канлĕх тупнă. Калиновка ялĕн масарĕ çинчи картана çĕнетес ыйтăва çынсем пĕрре мар çĕкленĕ, вырăнти пуçару программи ăна татса пама май панă.
Ял хастарĕсем пуçару ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унăн членĕсем ял халăхĕ- пе калаçнă, ыйтăм ирттернĕ, ыйтусене ял пухăвĕсенче çĕкленĕ. Пĕрлехи калаçу вăхăтĕнче ял-йыш картана çĕннипе улăштарма йышăну тунă, халăхран пуçтармалли укçа калăпăшне çирĕплетсе хăварнă. Чылайăшĕ хăйсен техникипе субботниксене тухнă, кивĕ картана сÿтме пулăшнă. Проекта пĕрлехи вăйпа ăнăçлă пурнăçланă, масар тавра халĕ хăтлă карта.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *