Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Мускавран пысăк хавхаланупа таврăннă

Мускавран пысăк хавхаланупа таврăннă

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен Канашри муниципаллă округăн педагогика ĕçченĕсем Мускавра 31-мĕш хут иртнĕ «Глобальные вызовы современности и духовный выбор человека» ятлă Пĕтĕм тĕнчери Раштав Вулавне хутшăннă.

Вулавсене Вырăс Православи чиркĕвĕ пулăшнипе Раççей Федерацин Президенчĕн администрацийĕ, Çут ĕç министерстви, Культура министерстви тата Мускав Правительстви йĕркеленĕ.

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кремль керменĕнче Мускав тата Раççей Пат- риархĕ Кирилл лару ирттернĕ.

Кремль керменĕнчи вулава уçнă церемоние хутшăннă хисеплĕ хăнасен йышĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тĕп округне ертсе пыраканĕ И. Щеголев, Раççей Федерацийĕн Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ А. Яцкин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕн çумĕ П. Толстой, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ С. Кравцов, культура министрĕ О. Любимова, статс-секретарь, ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн çумĕ Е. Иванов, Мускав Правительствинче регионти хăрушсăрлăхпа информаци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министр çумĕ А. Горбенко пулнă. Зала пĕтĕмпе 5000 ытла çын пухăннă.

Унта хутшăннисем валли шкулсенче «Основы православной культуры» предмет вĕрентессипе Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ йĕркеленĕ. Конференцире Раççей регионĕсенчи ОРКСЭ тата ОДНКНР преподавателĕсен ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Пĕтĕм Тĕнчери Раштав Вулавне хутшăнни педагогсене регионсенче çитĕнекен ăрăва ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас енĕпе пухнă паха опытпа паллашма тата малалла ĕçлеме çĕнĕ майсем туса парать.

Канашри муниципаллă округăн делегацийĕ Мускавра хамăр шкулсенчи ачасене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет воспитанийĕ парас ăсталăха ăша хывас енĕпе ĕçленĕ. Вĕсем çак мероприятине пысăк хак панă, хăйсене кирлĕ нумай çĕнĕлĕх çинчен пĕлнĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *