Пятница, 14 июня, 2024
Главная > Публикации > Çамрăк музыка ăстисем паллă композитор пултарулăхĕпе паллашнă

Çамрăк музыка ăстисем паллă композитор пултарулăхĕпе паллашнă

Патшалăхăн общество умне кăларса тăратакан çĕнĕ стандарчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ача-пăчаран сывлăхлă, çирĕп ăс-хакăллă тата пур енлĕ аталаннă çын туса ÿстересси. Çак ĕçре унăн çынлăхлă тĕнче курăмне, гражданлăх ăнланулăхне, Тăван çĕршыва юратас туйăмне йĕркелесси, тăван халăха хисеплесе унăн культурине упрама хăнăхтарасси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.

Кăçал паллă композитор Сергей Рахманинов çуралнăранпа 150 çул çитет. Çавна май Канашри муниципаллă округăн ача-пăча ÿнер шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерме палăртнă. Акă, çак кунсенче Сиккасси салинчи ача-пăча ÿнер шкулĕн филиалĕнче «С.В. Рахманиновăн кĕвĕ тĕнчине ÿкеретпĕр» ятпа тематикăлла урок йĕркеленĕ.

Малтанах муниципаллă округăн ача-пăча ÿнер шкулĕн теоретика дисциплинине вĕрентекен В. Михайлова музыкăн çамрăк ăстисене Сергей Васильевич Рахманиновăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн паллаштарнă. Слайдсемпе тата ÿкерчĕк- семпе усă курса каласа пани ачасене композиторăн пурнăçĕ тата та кăсăклантарнă, унăн илемлĕ кĕввисене итлени асамлăх тĕнчине илсе кĕнĕ.

Валентина Васильевна вĕренекенсене паллă композиторăн пурнăç çулĕпе тата пултарулăхĕпе ытларах интереслентерес, пĕлĕвне тата та ÿстерес тĕллевпе ребус-кроссворд вăйăсенче тупăшма сĕннĕ. Ыйтусен хуравĕсене Н. Кириллова, А. Кириллова, С. Валиулова, А. Шароварова чи малтан пĕлекенсем пулнă. Ачасен пĕлĕвĕ вĕренÿри тăрăшуллăхĕнчен, нумай пĕлме тăрăшнинчен тата вĕрентекенĕн сăмахне ăса хывнинчен нумай килет.

Сергей Рахманинов 3-4 çулта чухнех фортепиано çинче вылянă. Паллă пианист-композитор малтанхи çулсенче тăван çĕршывра Раççей кĕвĕ тĕнчин обществинче тăрăшнă, нумай илемлĕ кĕвĕ хывнă. 1918-1943 çулсенче Европа тата Америка çĕршывĕсенче пурăннă, пианинăпа концертсем лартнă.

Тăван тăрăхран аякра пурăннă пулин те Сергей Васильевич çуралнă çĕршыва яланах асра тытнă. Вăл вырăс музыканчĕ тата патриочĕ шутланнă. 1941-1942 çулсенчи йывăр вăрçă тапхăрĕнче концертсенче ĕçлесе илнĕ укçине Хĕрлĕ çара пулăшма ярса тăнă.

Композиторăн çĕршыв тулашĕнчи пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен С. Сергеев вĕрентекен малалла паллаштарнă, ачасене Рахманиновăн ÿнер тĕнчине халалласа ÿкерÿ самантне йыхравланă. Шăпăрлансем тăрăшсах ĕçе пикеннĕ, шурă хут çине самантрах юрă-кĕвĕ тĕнчи, кĕвĕ инструменчĕсем, нотăсем сăнарланнă.

Мероприяти Сергей Рахманиновăн «Скупой рыцарь» произведенин фрагментне итленипе вĕçленнĕ.

Мероприятин тĕп тĕллевĕ — ачасене С.Рахманиновăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕ- пе тата вăл хывнă илемлĕ кĕвĕ тĕнчипе паллаштарасси пулнă. Ачасем ÿнер, юрă-кĕвĕ тĕнчине ăнланма тăрăшни, пĕлме ăнтăлни савăнтарать. Çак вĕренÿ çулĕнче вĕсем тата ытти чылай паллă ÿнерçĕ пултарулăхĕпе паллашĕç.

Валентина Михайлова, ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *