Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Спортпа туслă ачасем

Спортпа туслă ачасем

Спорт кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унпа мĕн ачаран туслă пулмалла, вăл сывлăха çирĕплетме, пурнăçăн тĕрĕс çул-йĕрне суйласа илме пулăшать. Ара, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнмасть вĕт.

Вăтакас Кипеч ялĕнчи «Пÿрнеске» ача садне çÿрекенсем те спортпа питĕ туслă. Вĕсем вăйăсен мĕнпур тĕсĕпе ирттерекен ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Кăтартусене кунран-кун лайăхлатса пыраççĕ. Пулас спортсменсем ачаран палăрни вăрттăнлăх мар. Вĕсем хăйсен ăсталăхне туптаса пырса шкул çулĕсенчех ăмăртусенчен çĕнтерÿçĕ пулса таврăнма тытăнаççĕ. Каярах вĕсен ячĕсене Чăваш Ен, Раççей тата çĕршыв шайĕнче те илтме пулать.

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче ача садне çÿрекенсем Алина Алесандровапа Галина Сорокина воспитательсем йĕркеленипе йĕлтĕрпе чупма тухрĕç. Çак ăмăртăва вĕсем çывхарса килекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» спорт уявне халалларĕç.

Йĕлтĕрпе ăмăртакансен хушшинче выляса яракан пулмарĕ, кашни çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Çак ăмăрту ачасен чун-чĕринче ăшă, çутă тата лайăх туйăмсем хăварчĕ.

Алина Александрова

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code