Четверг, 13 июня, 2024
Главная > Публикации > Çитĕнекен ăрăва — патриотла воспитани

Çитĕнекен ăрăва — патриотла воспитани

Кирек камăн та Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме тата ăна тивĕçлĕ çын пулса çитĕнме мĕн ачаран хатĕр пулмалла. Çавăнпа çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пĕлÿ учрежденийĕсенче пысăк вырăн уйăраççĕ.
Çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне шкулсемпе ача сачĕсенче оборонăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсен уйăхлăхне ирттереççĕ. Çак тапхăрта ачасем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, историри паллă кунсене тишкереççĕ, вăрçă паттăрĕсене аса илеççĕ тата ытти те.
Асăннă уйăхлăх кăçал та иртрĕ. Ăна нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Вырăскас Пикших шкулĕнче пĕтĕмлетнĕ. Унта муниципалитетăн шкулĕсенче вĕренекен çамрăк армеецсемпе кадетсем аслă тата кĕçĕн ушкăнсем çине пайланса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслесе пăхма пултарнă.
Аслă ÿсĕмрисен тупăшăвĕнче Катек шкулĕ мала тухнă, янкăлчсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, Шăхасан шкулĕ виççĕмĕш пулнă. Кĕçĕн ушкăнра Янкăлч шкулĕ çĕнтернĕ, Ухман шкулĕ — иккĕмĕш, шăхасансем виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Ачасем çар ăсталăхне епле пĕлнине вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Иванова, Раççей ДОСААфĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Викентий Владимиров тата ытти хăнасем хакланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *