Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Янкăлч салинче çĕнĕ шкул стройки пуçланчĕ

Янкăлч салинче çĕнĕ шкул стройки пуçланчĕ

Янкăлч салинче çитес вăхăтра шкул-садик тума тытăнасси çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Проектпа килĕшÿллĕн унта аслă ÿсĕмри ачасем валли — 165, кĕçĕн çулхи пепкесем валли 40 вырăн пулĕ.

Çĕнĕ шкул хăпартма килĕшнĕ подряд организацийĕ, «Булат» тулли мар яваплă пĕрлĕх, хăйне вăрах кĕттермен. Кирлĕ хутсене алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн строительсем тÿрех ĕçе пуçăннă. Паянхи кун вĕсем çĕр ĕçĕсемпе тимлеççĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕлÿ çурчĕн никĕсне ярса стенисене хăпартĕç, çурт тăррине витсе фасадне йĕркене кĕртĕç. 2024 çулхи çурла уйăхĕ тĕлне инженери сечĕсене хывса хăварĕç, шалти мĕнпур ĕçе вĕçлĕç.

Çĕнĕ шкул çуртне хăпартма 275,6 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Укçа-тенкĕ Раççей Ял хуçалăх министерстви урлă «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн килнĕ.

Ĕнер стройка ĕçĕсемпе Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов паллашрĕ, подрядчикпе ĕç планне сÿтсе яврĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *