Юнкун Канашри муниципаллă округра Раççейри Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене старт пачĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçма муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çумĕ — вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева хутшăнчĕç.

Ачасене пĕлÿ парас енĕпе Канаш енри пĕлÿ çурчĕсенче 500 ытла вĕрентекен тăрăшать. Вĕсем ĕçтешĕсен ламран-лама куçакан ырă йăли-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, професси ăсталăхĕн шайне ÿстерессине тĕп вырăна хураççĕ. Çулсерен профиллĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнса пысăк çитĕнÿсене тивĕçеççĕ. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва пĕлÿ патне туртăнма хавхалану туйăмĕ кÿреççĕ.
Сцена çинче çав кун педагогсен ĕç династийĕсене, стипендиатсене тата професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче палăрнă хастарсене чысларĕç, çав вăхăтрах залра ларакан педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

Мероприяти музыка учителĕсемпе ÿнер шкулĕнче ăсталăхне туптакан ачасем хатĕрленĕ уяв концерчĕпе вĕçленчĕ.