Пятница, 14 июня, 2024
Главная > Публикации > Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Ытларикун Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров Канашри муниципаллă округра ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Вăл муниципалитет ертÿçипе Сергей Михайловпа пĕрле Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăрăмпуç шкулĕсене çитcе килчĕ, пĕлÿ çурчĕсенче пыракан тĕплĕ юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ. Инспекци членĕсене вырăнта подрядлă организацисен ертÿçисем, педагогсен ушкăнĕ тата ачасен ашшĕ-амăшĕ кĕтсе илчĕç.

Çÿлерех асăннă пĕлÿ çурчĕсем «Шкулти вĕрентÿ системине çĕнетесси» федераци программине кĕнĕ. Ăвăспÿрт

Кипеч шкулне юсама 58 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама «Уютстрой» тулли мар яваплă пĕрлĕхпе килĕшÿ тунă. Хальхи вăхăтра шкулта 40 рабочи тăрăшать. Вĕсем çурт тăррине витме пуçланă, фасад ĕçне пуçăннă, шалти стенасене тÿрлетеççĕ, электричество тытăмне улăштараççĕ, таса шывпа каяш сечĕсене çĕнĕрен хываççĕ.

Вăрăмпуç шкулне юсама 59 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Унта «Мосстройинвест» подрядлă организаци ĕçченĕ-сем тăрăшаççĕ, пĕтĕмпе — 25 çын. Яваплă комисси вĕсем те юсав ĕçĕсене графикпа килĕшÿллĕн ĕлкĕртсе пынине палăртрĕ.

Шкулсенчи юсав ĕçĕсене муниципалитетра çирĕп контроллесе тăраççĕ, çакнашкал инспекцисем рабочисем ĕçлекен кашни пĕлÿ çурчĕнчех иртеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *