Канашри муниципаллă округ администрацийĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр свидетельствисемпе тивĕçтернĕ. Çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшакан ятарлă документа муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов панă.
Хатĕр çурт-йĕр туянма е хăйсем тĕллĕн кил-çурт çавăрма паракан социаллă тÿлев свидетельствине çав кун çичĕ çемье тивĕçнĕ.
Улттăшĕ ятарлă документа — «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» тата тепĕр çемье «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăхăн тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн алла илнĕ.