Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Ял пĕвине хăтлăлатнă

Ял пĕвине хăтлăлатнă

Яманкасси ялĕн хастарĕсем вырăнти пĕвене хăтлăлатнă.

Малтан вĕсем таврари çÿп-çапа пуçтарнă, унтан шыв хĕррипе йывăç лартма пикеннĕ. Ватти-вĕтти кĕске вăхăтра 700 тĕп ытла чăрăшпа хыр хунавĕсене лартса тухнă. Çамрăк йывăçсемпе Николай Мурашкин тивĕçтернĕ.

Сăмах май, çак пĕвене чылай маларах çурхи шыв татса кайнă пулнă. Çулсем иртнĕ хыççăн унăн тарăнăшĕ те ăшăхланнă. Пĕлтĕр ял çамрăкĕсем ятарлă техника тытса пĕве пуçне çирĕплетнĕ, тĕпĕнчи юшкăна тасаттарнă.

Кÿлĕ кăçал çурхи шывпа хĕррипе шай тулнă. Çитес вăхăтра яманкассисем унта пулă яма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code