Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Ветерана çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе чысларĕç

Ветерана çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе чысларĕç

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиăр Холиков Шăхасан салинче пулчĕ.

Вăл 95 çулти вăрçă ветеранне Мария Назарована çывхарса килекен уявпа саламларĕ. Ветеран килĕ умĕнче йĕркеленĕ парада вырăнти çар комиссарĕ Евгений Семенов, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата шкул ачисем хутшăнчĕç.

Мария Александровна 1928 çулта Псков облаçĕнчи Великие Луки хулинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вĕсен çемйи эвакуацие лекнĕ. 1943 çулта хĕрупраç ачалăх çулĕ çумне тата виçĕ çул хушса хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вăл çар почти çÿретнĕ çырусене салтаксем патне вăрçă хирне илсе çитернĕ. Аслă Çĕнтерĕве Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *