Иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн «десанчĕ» Канашри муниципаллă округра пулнă. Ăна «Раççей сали» парти проекчĕн регионти координаторĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сергей Артамонов ертсе пынă. Комиссин яваплă членĕсем «Ял территорисен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программи Канаш тăрăхĕнче епле пурнăçа кĕрсе пынипе паллашнă, çак тĕллевпе вĕсем строительство объек чĕсене çитсе килнĕ, подрядчиксемпе тата вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулнă.
Янкăлч салинче асăннă программăпа çĕнĕ шкул çĕкленет. Унта аслă ÿсĕмри ачасем валли — 165, кĕçĕн çулхи пепкесем валли 40 вырăн пулĕ. Шкула килес çулхи çурла уйăхĕнче туса пĕтерме палăртаççĕ. Строительство ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ.
«Çак кунсенче çурт никĕсне вĕçлĕпĕр, çу уйăхĕн варринче стенасене хăпартма тытăнăпăр. Пур ыйтăва та округ администрацийĕпе тата шкул директорĕпе килĕшсе татса паратпăр», — тет «Булат» подряд организацийĕн ертÿçи Ринат Абдулвалеев.
Çĕнĕлĕхе Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕренекенсем те кĕтеççĕ. Чÿк уйăхĕ тĕлне унта çĕнĕ спорт площадки хута каймалла. Строительство ĕçĕсене «ПромРемСтрой» организаци пурнăçлать. Контракт сумми 2,3 миллион тенкĕпе танлашать.
«Пирĕн регионта çирĕп аталанса пыракан ял-сала чылай. Вĕсенчен — 17-ĕшне федераци, 78-ĕшне рес- публика шайĕнче палăртса хăварнă. Пирĕн тĕллев — çак ялсемпе саласен аталанăвĕн хăвăртлăхне ÿстересси. Çак ĕçре «Ял территорисен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программи пысăк пулăшу кÿрет. Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисем ялсен инфраструктурине çĕнетме кăçал 1,8 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă», — пĕлтернĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.