Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Çарпа спорт вăййисем виçĕ куна пычĕç

Çарпа спорт вăййисем виçĕ куна пычĕç

Чăваш ывăл-хĕрне мĕн ачаран кăмăл-сипет, сывă пурнăç йĕрки тата сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе шкулсенче çамрăк армеецсен юхăмĕсене йĕркеленĕ. Вĕсем ачасенчен çĕршыв патриочĕпе тивĕçлĕ гражданинне вĕрентсе ÿстерме, салтакра кирлĕ хăнăхусене шкултах алла илме тата çамрăксенче пуçарулăх туйăмне аталантарма пулăшаççĕ.

«Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене çулсерен çамрăк армеецсен ăсталăхне хаклама йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçал вĕсем виçĕ куна пычĕç. Унта муниципалитетри шкулсенчен пĕтĕмпе 25 команда хутшăнчĕ. 5-шĕ — «Орленок», 20-шĕ «Зарница» ушкăнсенче мала тухассишĕн тупăшрĕ.

Пĕрремĕш кунхине çамрăк армеецсем Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи лапамра стройпа утса иртрĕç. Кайран Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ хĕрринче йĕркеленĕ «палатка хулине» куçрĕç. Çут çанталăкра çамрăксем турист маршрутне парăнтарчĕç, çăмăл атлетика кросĕ чупрĕç, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе тупăшрĕç тата тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Финал вăййисем вĕçленнĕ хыççăн тÿресем «Зарницăра» Янкăлч шкулĕн икĕ команди 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене пайланине, Вăтакас Татмăш шкулĕ виççĕмĕш пулнине палăртрĕç. «Орленок» вăйăра та янкăлч шкулĕ мала тухрĕ, Катек шкулĕ — иккĕмĕш, шуркассисем виççĕмĕш пулчĕç.

Эмилия ТИМОФЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *