Çывăх вăхăтра республикăра вырмана тухма планлаççĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пикениччен ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕрлĕ хуçалăхсен уйĕсене çитсе лару-тăрăва вырăнта хакланă. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăл республикăри пысăк ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе пĕрле Канаш округĕнчи «Пионер» агрофирмăна та çитсе ĕç-пуçпа паллашнă.
Агрофирмăн тухăç илес планĕсем çине çанталăк ытла та типĕ тăни витĕм кÿнĕ. Апла пулин те, хуçалăхра Канаш тата Йĕпреç округĕсенче вырнаçнă хирсенчен гектартан 40-50 центнер тĕш-тырă пуçтарса кĕртессе шанаççĕ. Ку кăтарту маларахри çулсенчен сахалрах пулни сисĕнет.
«Кăçал республикăри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен 750 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Çанталăк типĕ тăнăран, шел пулин те, тухăçăн пĕр пайне çухатрăмăр, çапах маларах палăртнă тĕллевсенчен пăрăнмастпăр», — хакланă лару-тăрăва министр.
«Пионер» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Игорь Мазюкин вырмана 20-мĕш числосенче тухма планланине, выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе хальлĕхе 1500 тонна янтăланине палăртнă.
Министр хуçалăхра ĕçлекенсене вăхăтра вырмана тухса ăна чăрмавсемсĕр ирттерме, пысăк тухăç илсе тырпула ăнăçлăн вырнаçтарма, лайăх тупăш илме суннă.