Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Райпо ĕçченĕсем республика конкурсĕнче палăрнă

Райпо ĕçченĕсем республика конкурсĕнче палăрнă

Çулсерен Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви «Чăваш Енри суту-илÿ» республика шайĕнчи конкурс ирттерет.

Ăна сутуçăсен чи лайăх практикине ĕçтешĕсен хушшинче палăртас тата вĕсен пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен ыттисене каласа кăтартас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Асăннă конкурса утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Суту-илÿ ĕçченĕсен кунĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿ-çĕсене кашни номинацирех чысланă.

Канашри райпо ĕçченĕсем «Чи лайăх мобильлĕ суту-илÿ объекчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнÿпе вĕсене саламлатпăр, малашне те кăтартуллă ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *